ГТО нормисене 671 182 çын панă
Пӗтӗм Раççейри «Готов к труду и обороне» физкультурăпа спорт комплексне 2024 çулта пурнăçа кӗртни, паянхи кун тӗлне республикăри хуласемпе районсенче тестировани иртме 55 центр тата 385 вырăн йӗркелени пирки, Тутарстанра пурăнакансен пысăк йышпа программăна хутшăнма май пуррине «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире журналистсене ТР спорт министрӗн çумӗ Ильдар Садриев тата ТР «Готов к труду и обороне» РОО ӗç тăвакан директорӗ Артур Сабитов каласа панă.
Пӗлтӗр ГТО нормисене панă çӗре пурӗ 671 182 çын хутшăннă, вӗсенчен нормативсене ылтăн паллăпа – 140 024 çын, кӗмӗл паллăпа – 150 759 çын, бронза паллăпа 192 627 çын пурнăçланă. Тутарстанра 2024 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх Саба, Алексеевск тата Пăва районӗсем малтисен шутӗнче.
ГТО нормисене çӗнӗ регионсенче та параççӗ. Лисичанскпа Рубежное хуласенче пурăнакан 300 ача тестсене Крымри «Форос» базăра панă. Вӗсенчен 182-шӗ ГТО паллисене илнӗ. Запорожье облаçӗ Тутарстанпа пӗрле ӗçлесси çинчен килӗшӳ тунипе регионри 20 ачан ГТО нормисене онлайн режимпа пама май пулнă.
Халăха спортпа интереслентерес тӗллевпе 2025 çултан ГТО нормисене паракансене налогран тытса юлнă укçа (налоговый вычет) параççӗ. ГТО нормине пурнăçланăшăн 18 пин тенкӗрен вычет илме пулать. Ку суммăран 13 процентне – 2340 тенкине алла параççӗ. Ку çăмăллăх ӗçлекенсем валли кăна пулать, шкул ачисене, студентсене, пенсионерсене, ӗçе вырнаçман çынсене е ача пăхакансене налука тавăрса памаççӗ.
2019 çултан пуçласа 2024 çулччен ГТО комплексӗ «Демографи» наци проекчӗн «Спорт –пурнăç норми» федераци проекчӗн шайӗнче пурнăçланнă. Кăçалтан комплекс «Физкультурăпа спорт аталанăвӗ» патшалăх программине кӗнӗ, наци проекчӗсен пӗр пайӗ пулса тăнă.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев