Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çветтуй Валентин кунӗ Хӗвеланăçпа çыхăннă уяв

Раççейре Валентин кунӗ питӗ хăвăрт йăлана кӗнине, ку пирӗн çӗршывра çакăн пек уяв пулманнипе çыхăннине пӗлтернӗ «Татар-информ» агентства республикăри ачасен прависемпе уполномоченнăйӗ Ирина Волынец.

«Пирӗн ку уява паллă тума законпа чармаççӗ, анчах пирӗн хамăрăн – Çемье, юрату тата шанчăклăх кунӗ пур, ăна июлӗн 8-мӗшӗнче паллă тăватпăр. Раççейре çак уява халалланă мероприятисем питӗ нумай иртеççӗ. Эпир ача чухне февралӗн 14-мӗшӗ пулман, анчах кайран вăл пирӗн пата Хӗвеланăçӗнчен куçрӗ, унăн реклама кампанийӗ пысăкччӗ», – тенӗ Ирина Волынец.

Вăл каланă тăрăх, бизнесшăн кун пек уявсем питӗ усăллă, мӗншӗн тесен çак кунсенче сутуçăсен тавар çаврăнăшӗ ӳсет.

Раççейре Çветтуй Валентин кунне паллă тăвакан çынсен шучӗ çулсерен чакса пырать. Ирина Волынец палăртнă тăрăх, ачасене хамăр уявсене паллă тума хăнăхтармалла, анчах чарса мар.

Căнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество