«Çӗнтерӳ пуйăсӗ» Тутарстана килет!
Поезд çинчех вырнаçнă куравпа февралӗн 15-мӗшӗнче Ешӗлвар хулинче (10.00 –16.00 сехетре, юлашки ушкăна 15:20 кӗртеççӗ), 16 — 18-мӗшӗсенче Хусанта (10.00 –17.00 сехетре, юлашки ушкăн 16:20) паллашма пулать.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчи пулăмсенче виртуаллă майпа пулса кăтартакан тӗнчери пӗрремӗш куçса çӳрекен интерактивлă «Çӗнтерӳ пуйăсӗ» музей ку канмалли кунсенче Тутарстана пулать. Экспозици вăрçăн чи паллă пулăмӗсен темиллӗ 10 вакунран тăрать. Президент фончӗн тӗревӗпе 2024 çулта куравăн интерактивлă версине хута янă. Ун валли ятарласа 79 панорама, 158 интерактивлă элемент, 159 экспонат-сăнӳкерчӗке цифровизаци тунă. Панорамăсене экранпа проекторсенчи видеосене кӗртнӗ.
Курав тӳлевсӗр. Кун валли ПОЕЗДПОБЕДЫ.РФ проектăн сайтӗнче регистрациленмелле. Ешӗлвар валли регистраци паян, февралӗн 14-мӗшӗнче, Хусан валли февралӗн 15-мӗшӗнче пуçланать. Билет электронлă почта çине килет. Чăнлăха мӗнле пур çапла кăтартнăран курав 12+ çулти ачасем валли. Кӗçӗнреххисене аслисемпе (пӗр билетпах) кăна кӗртеççӗ. «Çӗнтерӳ волонтерӗсем» маларах тӗрӗсленӗ билетлисене поезда кашни 5 минутран кӗртсе тăнăран йӗркелӳçӗсем çынсене кая юлма та, вăхăтран маларах килме те сӗнмеççӗ. Курава халăх нумай килнӗрен аудиогидсем кашни ушкăнах çитейменнипе экскурсие мобильлӗ приложенире итлеме май пур. Проект сайтӗнче 3D турпа паллашса «Çӗнтерӳ поездӗнче» онлайн мелӗпе те пулса курма пулать. #ПоездПобеды
В.Васильев сăнӳкерчӗкӗ («Татар-информ» ИА).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев