«День Победы — страницы памяти» фотоконкурс пуçланчӗ, хутшăнмасăр ан юл!
Февралӗн 10-мӗшӗнчен Тутарстанра Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалласа «День Победы — страницы памяти» фотоконкурс пуçланчӗ. Положени тăрăх, конкурса республикăра пурăнакан 7 çулти ачаран пуçласа пурте хутшăнма пултараççӗ. Ветерансен вăрçă вăхăтӗнчи, хыççăнхи е хальхи сăнӳкерчӗкне (5 штукран ытла мар) сканласа вырăсла е тутарла кӗске аннотаципе (хăçан ӳкернӗ, сăнӳкерчӗкре кам ӳкерӗннӗ, пулăм, мӗн туни тата ыттине çырмалла) konkurspobeda85@gmail.com электронлă адреспа е https://t.me/milliardtatarbot телеграмм бота апрелӗн 10-мӗшӗччен ямалла.
Йӗркелӳçӗсем, Тутарстан Республикин наука академийӗн Р.Ибрагимов ячӗллӗ чӗлхе, литература тата искусство институчӗпе «Миллиард.татар» кăларăм, çапла майпа асаттесен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхне вилӗмсӗрлетес шутлă. Асăннă институтăн директорӗ Ильгиз Ильдарович Халиков «Татар-информ» агентствăра февралӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, хӗвеланăç çӗршывӗсем историе çӗнӗрен çырса совет салтакӗн паттăрлăхне йӳнетме хăтланнă вăхăтра «День Победы — страницы памяти» фотоконкурсăн пӗлтерӗшӗ калама çук пысăк, мӗншӗн тесен фотобанка килекен кашни сăнӳкерчӗк документ, çав вăхăтăн свидетелӗ. Чи лайăх сăнӳкерчӗксене суйласа каярах илемлӗ фотоальбом кăларас шухăш та пур йӗркелӳçӗсен. Конкурса пӗтӗмлетнӗ хыççăн çак фотобанкпа пурте усă курма пултараççӗ.
Сăмах май, Ильгиз Ильдарович Халиков конкурс тутарстансене килӗшсен тепринче аннотацие вырăспа тутарла кăна мар, республикăра пурăнакан ытти тӗп халăхсен чӗлхипе çырма май пулассине те каларӗ.
Сăнӳкерчӗксене жюри 2025 çулхи май уйăхӗн 9-мӗшӗнче Тутарстан Республикин наука академийӗн Р.Ибрагимов ячӗллӗ чӗлхе, литература тата искусство институчӗпе «Миллиард.татар» кăларăмăн сайчӗпе социаллă сетьсенчи страницисенче пӗтӗмлетет. Çӗнтерӳçӗсене май уйăхӗнче чыслаççӗ. Приз фончӗ çапларах: I вырăн йышăннисене — 7000, II — 5000, III — 3000 тенкӗ укçа параççӗ.
Пуçласа иртекен конкурс хальхинче республика шайӗнче кăна-ха, енчен те хутшăнас текенсем ытти регионсенчен те йышлă пулсан ӳлӗмрен ăна регионсем е Раççей шайӗнчех ирттерме те хатӗр, мӗншӗн тесен çав тери кирлӗ. Вăхăт иртнӗçемӗн аякка та аякка кайса пыракан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин паттăрӗсене манма юрамасть пирӗн. Çавăнпа истори сăнланнă сăнӳкерчӗксем çемье архивӗсӗр пуçне республика фотобанкӗнче те упранмалла, ку вара чăннипех асаттесен паттăрлăхне ӗмӗрлӗхе хăварни пулӗ. Апала-тăк чăвашсем эпир те хутшăнмасăр юлар мар!
Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă «День Победы — страницы памяти / Хәтер битләрендә Җинү көне» фотоконкурсăн положенийӗпе (çак сăмах çине пусса) кӗрсе паллашмалла.
Тӗплӗнрех пӗлес тесен телеграмри çак адреспа @id98765432123456789 ыйтса пӗлме пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев