News by date 14 February 2023
-
«Пăва-информ» редакцин çӗнетнӗ çуртне уçнă
«Татмедиа» акционерлă обществăн çак филиалӗ темиçе хыпар хатӗрӗнчен тăрать: телевидени уйрăмӗ, радио, виçӗ тӗрлӗ хаçат: вырăсла, тутарла, чăвашла.
-
Тутарстанри шкулсем валли 52,2 млн тенкӗлӗх интерактивлă панельсем туянӗç
Июнь уйăхӗччен Тутарстанри шкулсемпе профессионаллă пӗлӳ паракан учрежденисем 111 интерактивлă панель илӗç. Çавăн пекех доскасене «Кванториум» технопарксене те парӗç.
-
Февралӗн 15-22-мӗшӗсенче ТР Общество палатинче республикăри ултă министерствăн 2022 çулхи тӗллевӗсене сӳтсе явасси пулать
Çак тӗллевсене халăх Патшалăх услугисен порталӗнче онлайн-сасăлав меслечӗпе 2021 çул вӗçӗнче лартнă. Сасăлава 37,9 пин çын хутшăннă. Вӗсем 2,4 пин хăйсен задачисен варианчӗсене панă, 2,7 пин комментарий хăварнă. Сасăлав пӗтӗмлетӗвӗсемпе 37 приоритет суйласа илнӗ, вӗсене пӗлтӗр ултă министерство пурнăçа кӗртнӗ.
-
Тутарстанри вӗренекенсене Стандартизаципе çамрăксен олимпиадине хутшăнма чӗнеççӗ
Раççей Федерацийӗн команди шкул ачисем хушшинчи стандартизаципе çамрăксен олимпиадине иккӗмӗш хут хутшăнать. Ăна Стандартизаципе халăхсем хушшинчи организацин (ИСО) тата Халăхсем хушшинчи электротехника комиссийӗн (МЭК) тӗревӗпе ирттереççӗ.
-
Туйра нухайккă мӗн тума кирлӗ?
Тутарстан Республикинчи Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне халалласа Пăва районӗнчи Пӳркел тата Кивӗ Пăрăнтăк ялӗсенчи Культура çурчӗсен ӗçченӗсем «Чăваш туйӗ. Ӗнер тата паян» проектпа паллаштарнă.