Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри шкулсем валли 52,2 млн тенкӗлӗх интерактивлă панельсем туянӗç

Июнь уйăхӗччен Тутарстанри шкулсемпе профессионаллă пӗлӳ паракан учрежденисем 111 интерактивлă панель илӗç. Çавăн пекех доскасене «Кванториум» технопарксене те парӗç.

Панельсене туянма 52,2 миллион тенкӗ яраççӗ. Çак укçана федераллă тата республика бюджечӗсем «Вӗрентӳ» наци проекчӗпе уйăраççӗ. Пӗр панелӗн хакӗ 473 000 тенкӗ. 
Панельсен диагоналӗ 75-80 дюйм – 2 метра яхăн, астăвăмӗн калăпăшӗ 4 Гб. Шкулсем валли парăнакан комплектсенче стилуссем, хăрушсăрлăх кӗленчи пулаççӗ. Унсăр пуçне панельсен функцийӗсен шутӗнче çырнине ал тупанӗпе пăсма тата Wi-Fi çыхăнăвне тухма май пулни савăнтарать. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев