Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Февралӗн 15-22-мӗшӗсенче ТР Общество палатинче республикăри ултă министерствăн 2022 çулхи тӗллевӗсене сӳтсе явасси пулать

Çак тӗллевсене халăх Патшалăх услугисен порталӗнче онлайн-сасăлав меслечӗпе 2021 çул вӗçӗнче лартнă. Сасăлава 37,9 пин çын хутшăннă. Вӗсем 2,4 пин хăйсен задачисен варианчӗсене панă, 2,7 пин комментарий хăварнă. Сасăлав пӗтӗмлетӗвӗсемпе 37 приоритет суйласа илнӗ, вӗсене пӗлтӗр ултă министерство пурнăçа кӗртнӗ.

Çав шутра çул çитмен ачасене психологипе педагогика тивӗçтерӗвӗ парасси, ачасен диспансерла сăнавне вăйлатасси, ялта пурăнакансене медицина пулăшăвӗ кӳрессине сарасси, организмра сиенлӗ шыçăсене тупса палăртасси, культура учрежденийӗсенче инклюзивлă кану йӗркелесси тата ыттине те.
Çавăн пекех Цифровизаци çулталăкӗнче Тутарстанра электронлă сервиссемпе çăмăллăхсене пурнăçа кӗртес задачăсем те çивӗчлӗхне çухатман. 
Проект процедурисем тăрăх, министерствăсем «халăх» тӗллевӗсемпе задачисене еплерех ӗçленине общество, экспертсем сӳтсе явнă çӗре тăратмалла. Сӳтсе явнă çӗре кирек кам та хутшăнма пултарать. Пухăва ТР Общество палатин сайтӗнче регистрациленмелле. Министерствăсен сӳтсе явмалли отчечӗсем, халăх сасăлавӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем проектăн сайтӗнче пур:  https://publictasks.tatarstan.ru/.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев