«Пăва-информ» редакцин çӗнетнӗ çуртне уçнă
«Татмедиа» акционерлă обществăн çак филиалӗ темиçе хыпар хатӗрӗнчен тăрать: телевидени уйрăмӗ, радио, виçӗ тӗрлӗ хаçат: вырăсла, тутарла, чăвашла.
Республикăра кун пек вариантсем çукпа пӗрех пулнине те палăртса хăвармалла. Çӗнетнӗ çурта уçма Республикăри пичет тата массăллă коммуникацисен агентствин генеральнăй директорӗ Айдар Салимгараев, «Татмедиа» АО генеральнăй директорӗ Шамиль Садыков, «Тутарстан» ПТРК директорӗ Фирдус Гималтдинов тата ТР ял хуçалăхпа продовольстви министрӗ Марат Зяббаров килсе çитнӗ.
Тутарстан Раисӗпе Рустам Миннихановпа тӗл пулнă вăхăтра район пуçлăхӗ «Пăва-информа» тӗрев пама ыйтнă пулнă. Юсав ӗçӗсене кӗске вăхăтра туса пӗтернӗ. Хăнасем улшăнусене тивӗçлӗ хак панă.
Тӗп редактора Гакиль Камалетдинова район администрацийӗн пуçлăхӗ Ранис Камартдинов 100 000 тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ, «Татмедиа» ертӳлӗхӗнчен редакцие хаклă парнесем панă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев