Туйра нухайккă мӗн тума кирлӗ?
Тутарстан Республикинчи Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне халалласа Пăва районӗнчи Пӳркел тата Кивӗ Пăрăнтăк ялӗсенчи Культура çурчӗсен ӗçченӗсем «Чăваш туйӗ. Ӗнер тата паян» проектпа паллаштарнă.
Халăх культурин сехетне Пӳркел вăтам шулӗнче вӗренекен ачасем хаваспах килнӗ. «Пушкин картти» ялта та ӗçлет.
Ӗлӗкрен çапла пырать, çыннăн пурнăçӗнчи чи паллă пулăмсем: çурални, мăшăрланни, вилни. Çак пулăмсем кашни халăхăн йăла-йӗркепе çыхăннă. Чăвашсем туй йăлисене уйрăм тимлӗхре тытнă, вӗсене шаннă, çирӗп пăхăнса пынă. Хальхи ăру авалхи туй йăлисене пӗлмест те, тытса та пымасть. Вӗсем тахçанах ЗАГСпа кафе хушшинче силленсе пӗтнӗ, урăххисен йăлисем кӗнӗ.
Мероприятие хутшăнакансем куракансене авалхи чăваш туйӗн элеменчӗсене кăтартса панă: ашшӗ-амăшӗ пил панине, туй пуçӗн сăввисемпе хушăвӗсене, туй юррисене, такмакӗсене, кӗввисене, тухъяпа уйрăлса хушпу тăхăннине, сурпан сырнине.
Михаил Вериялов таврапӗлӳçӗ Тăхăрьялти туйсем еплерех иртни çинчен тӗплӗн каласа панă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев