News by date 17 December 2025
-
Ял хуçалăх ярмарккисем декабрӗн 28-мӗшӗччен пулаççӗ
Тутарстанра хула çыннисем Çӗнӗ çул сӗтелӗ валли паха апат-çимӗçе ял хуçалăх ярмарккисенче туянаççӗ.
-
Патшалăх Канашӗн 16 ларăвӗнче йышăннă законсем вăя кӗме пуçларӗç
Тинтерех йышăннă законсене те финанс тӗревӗ пулать. Сăмах нумай ачаллă çемьесене çӗр пайӗ вырăнне парăнакан тӳлевсем пирки. 2026 çулта ун валли 500 миллион тенкӗ уйăрма палăртнă. 2027, 2028 çулсене те çавăн чухлех.
-
Тутарстанра шашкăсемпе ăтăрсене шутланă
Республикӑра шашкăсемпе ăтăрсен йышне шута илесси вӗçленнӗ. ТР Биоресурссен патшалӑх комитечӗн специалисчӗсем вӗсен йышне юр çинче хӑварнă йӗрсем тӑрӑх палӑртнă. Кун пирки ведомствăн пресс-служби пӗлтерет.
-
Çӗпрел район ертӳçисем шефа илнӗ çар чаçӗнче пулчӗç
Декабрӗн 16-мӗшӗнче Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗпе Марат Гафаровпа Ӗçтăвком ертӳçин çумӗ Айрат Залялов Мускав облаçӗнчи район шефа илнӗ çар чаçне ӗçпе çитнӗ. Хальхи вăхăтра кунта Çӗпрел тăрăхӗнчен кайнă 19 каччă çарта тăрать.
-
Республикăри чи лайăх таварсене палăртрӗç
Декабрӗн 16-мӗшӗнче Хусанта «Раççейри чи лайăх 100 тавар» тата «Тутарстан Республикин чи лайăх таварӗсемпе услугăсем» конкурс çӗнтерӳçисене чыслас церемони иртрӗ. Вăл «Раççейри чи лайăх 100 тавар» конкурсăн регионти тапхăрӗ шутланать.