Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Патшалăх Канашӗн 16 ларăвӗнче йышăннă законсем вăя кӗме пуçларӗç

Тинтерех йышăннă законсене те финанс тӗревӗ пулать. Сăмах нумай ачаллă çемьесене çӗр пайӗ вырăнне парăнакан тӳлевсем пирки. 2026 çулта ун валли 500 миллион тенкӗ уйăрма палăртнă. 2027, 2028 çулсене те çавăн чухлех.

Майпен ТР Патшалăх Канашӗн вунулттăмӗш ларăвӗнче йышăннă çӗнӗ республика законӗсем вăя кӗме тытăнчӗç. Çавсенчен пӗри ТР Раисӗ алă пусса çирӗплетнӗ финанс законӗсем – республика бюджечӗпе тата медицина страхованийӗн вырăнти фончӗн бюджечӗ çинчен. Вӗсем çитес виçӗ çулăн тăкакӗсемпе тупăшне йӗркелесе тăма тивӗç. Унсăр пуçне хăш-пӗр закона кӗртнӗ улшăнусем республикăн Конституци канашӗн полномочийӗсене анлăлатма тата хăна çурчӗн бизнесӗ валли льготăллă налог ставкине тăсма тивӗç.

Бюджет çинчен закона илес пулсан вăл 2026 çула та социаллă енлӗхе упраса хăварнă. Медицина страхованийӗн бюджечӗ дефицитсăр пулни аван кăтарту. Çитес çула йышăннă тăкаксемпе тупăш 101 миллирад та 382 миллион тенкӗпе танлашмалла.

«Тутарстан Республикин 2026 çулăн тата 2027, 2028 çулсен планлă тапхăрӗн бюджечӗ çинчен» 81№ -ЗРТ законӗ çитес çулăн январӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗрет. Ытти çулсенчи пекех вăл социаллă енлӗхпе программăсен пурнăçланăвне упраса хăварнă. Бюджет çинчен законра мӗнпур социаллă явапсене пурнăçлассине, çав шутра бюджет сферинче ӗçлекенсен ӗç укçине ӳстерессине те, пăхса хунă. Социаллă гарантисене туллин пурнăçлама укçа-тенкӗ çителӗклӗ пăхса хунă. Патшалăх программисем пурте пурнăçланӗç, çав шутра ятарлă çар операцине хутшăннисене, вӗсен çемйисене тӗрев парасси те.

Тинтерех йышăннă законсене те финанс тӗревӗ пулать. Сăмах нумай ачаллă çемьесене çӗр пайӗ вырăнне парăнакан тӳлевсем пирки. 2026 çулта ун валли 500 миллион тенкӗ уйăрма палăртнă. 2027, 2028 çулсене те çавăн чухлех.

Бюджет параметрӗсем çинчен калас пулсан, 2026 çулта республика тупăшӗ 552,2 миллиард тенкӗпе, тăкаксем 566 миллиард ытла тенкӗпе танлашмалла. Дефицит шайӗ – 13,8 миллиард тенкӗ. 2027 çулăн кăтартăвӗсем çапларах: тупăш – 578,9 миллиард тенкӗ, тăкаксем – 595,8 миллиард тенкӗ, дефицит – 16,9 миллиард тенкӗ.

Паллă ӗнтӗ, инфляци пиртен ниçта та тарса каймӗ. 2028 çулхи кăтартусем çавна çирӗплетеççӗ те. Тупăш калăпăшӗ 620,9 миллиард тенкӗ пуласса шантараççӗ. Тăкаксем те ӳсеççӗ паллах – 639,6 миллиард тенкӗ. Дефицит 18,7 миллиард тенкӗ пулӗ.

Медицина страхованийӗн лару-тăрăвӗ çирӗп. Çӳлерех çыртăмăр ӗнтӗ, 2026 çула   тупăшпа тăкак пайӗсем 101 миллирад та 382 миллион тенкӗпе танлашасса. Планлă 2027 çул тапхăрне тупăшпа тăкак шайӗ 109 миллиард та 392 миллион тенкӗпе танлашӗ, 2028 çулта – 117 миллиард та 398 миллион тенкӗ.  

Хăна çурчӗсен бизнесӗнче ӗçлекенсен пăшăрханмалла мар. Налог льготи упранса юлӗ вӗсем валли. «Организацисен пурлăхӗ çинчен» Тутарстан Республикин законӗн 3 статйине улшăнусем кӗртесси çинчен» 83№ -ЗРТ закон декабрӗн 11-мӗшӗнче вăя кӗчӗ те ӗнтӗ. Налог льготисем 2024 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 2026 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗнче ӗçлеме пуçланă тата ӗçлесе каякан 50 номертен тата виçӗ çăлтăртан кая мар хăна çурчӗсене пырса тивет. Улшăнусемпе килӗшӳллӗн, асăннă объектсене эксплуатацие ярассин вăхăчӗ 2030 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен тăсăлать. Эксплуатацие ярас вăхăта ӳстерни хăна çурчӗсен сферинче номерсен фондне ӳстерме тата вӗсен услугисемпе усă куракансемшӗн вăхăтлăх пурăнмалли хака чакарма май парать.

Декабрӗн 11-мӗшӗнче çак законсем те вăя кӗчӗç. Сăмах «Тутарстан Республикин инвестици ӗçӗсем çинчен» Тутарстан Республикин законӗн 9 статйине улшăнусем кӗртесси çинчен» 85№ законӗ, «Тутарстан Республикин инвестици ӗçӗсем çинчен» Тутарстан Республикин законӗн 9 статйине улшăнусем кӗртесси çинчен» законăн 2-мӗшпе 3-мӗш статйисене улшăнусем кӗртесси çинчен законсем пирки.  

Вӗсене капитал хывассине хӳтӗлессипе хавхалантарассин сферинчи закон базине лайăхлатассипе çыхăннă. Çав шутра патшалăх тӗревӗпе тивӗçтерессипе те. Закон шăпах патшалăх пулăшăвне парассине йӗркелет. Унпа килӗшӳллӗн, инвестпроектсемпе ӗçлекен организацисене тăкаксене тавăрма икӗ форма пăхса хунă – субсидисем тата налог тавăрăвӗсем (налоговый вычет). Çапла майпа инфраструктура аталанăвне инвестицилекенсем тăкаксене саплаштарма федераци бюджетӗнчен тӳлев илме пултараççӗ. Компенсаци илесси йывăрлăхсем çуратнине шута илсе ӗнтӗ унăн механизмне май килнӗ таран уçăмлă тăвас тӗллевпе закона улшăнусем кӗртнӗ те. Унта субсиди парас условисене тӗплӗн çутатса панă.

Тутарстан Республикин Конституци канашӗн ӗçӗ çинчен калас пулсан законпа çирӗплетнӗ улшăнусем унăн полномочийӗсене анлăлатма тивӗç.

Закон йышăниччен Конституци канашӗ нормативлă право акчӗсен мониторингне ирттерме пуçаруçă пулма пултарайман. Ун ӗçӗ запрос е обращени пуррипе çуккипе кăна çыхăннă пулнă. Парламентарисен шучӗпе, ку Конституци канашӗн ӗçлес майӗсене чарса патшалăх органӗ умӗнче тăракан тӗллевсене пурнăçлама чăрмантарнă. Халӗ Конституци канашӗ республикăн, вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен нормативлă право акчӗсене вӗсем Тутарстан Республикин Конституцийӗпе килӗшсе тăнине, хирӗçлеменнине тӗрӗслеме пултарать. Йышăннă законпа килӗшӳллӗн, нормативлă право акчӗсем Конституципе килӗшсе тăнине тӗрӗсленисӗр пуçне йăнăшсене тӳрлетме рекомендацисем пама та ирӗк пур. Кам енӗпе çак рекомендацисене панин вара виçӗ уйăхран тăсмасăр Конституци канашне тата ТР Раисне тӳрлетӗве пурнăçлама май пурри çинчен пӗлтермелле.   

Сăнӳкерчӗк https://gossov.tatarstan.ru сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Государственный Совет РТ