Республикăри чи лайăх таварсене палăртрӗç
Декабрӗн 16-мӗшӗнче Хусанта «Раççейри чи лайăх 100 тавар» тата «Тутарстан Республикин чи лайăх таварӗсемпе услугăсем» конкурс çӗнтерӳçисене чыслас церемони иртрӗ. Вăл «Раççейри чи лайăх 100 тавар» конкурсăн регионти тапхăрӗ шутланать.
ТР Суту-илӳпе промышленность палати, ТР промышленностьпа суту-илӳ министерстви тата РФ Стандартизаци, метрологи тата тӗрӗслев патшалăх центрӗн Тутарстанри уйрăмӗ йӗркелекен пахалăх енӗпе чи сумлă конкурссенчен пӗри кăçал 22-мӗш хут иртрӗ. Çак вăхăтра конкурса 4700 ытла организаци хутшăннă, 10000 яхăн тӗрлӗ таварпа пулăшусене тăратнă. Чылай производительсемпе çынсем унпа кăсăкланаççӗ, хутшăнакансен шучӗ çулсерен ӳссе пырать. Кăçал пирӗн республикăри 230 компанипе ăстаçă конкурса хутшăнса 468 тӗрлӗ таварпа пулăшу ӗçӗсем тăратнă.
Конкурса бюджет йӗркелекен пысăк предприятисем кăна мар, пӗчӗк тата вăтам бизнес представителӗсем те хутшăнаççӗ, вӗсем паянхи кун экономикăн самай пӗлтерӗшлӗ сегментне йӗркелеççӗ.
Конкурс ултă номинаципе иртнӗ:
- «Продовольственные товары»;
- «Промышленные товары для населения»;
- «Продукция производственно-технического назначения»;
- «Услуги для населения»;
- «Услуги производственно-технического назначения»;
- «Изделия народных и художественных промыслов».
Продукцие хаклас тӗллевпе эксперт комиссийӗсен ларăвӗсем иртнӗ, вӗсен йышне ТР профильлӗ министерствисен, ведомствăсен тата тӗрӗслев органӗсен специалисчӗсемпе эксперчӗсем кӗнӗ. Комисси 171 лауреата, I степеньлӗ 199 дипломанта, II степеньлӗ 75 дипломанта палăртнă. Республикăри ултă организаци конкурсăн «Лидер качества Татарстана» парнене илме тивӗçнӗ: ПАО «Казаньоргсинтез», ООО «Инженернопроизводственный центр», АО «Зеленодольский молочноперерабатывающий комбинат», ГАУЗ «Республиканский клинический онкологический диспансер Министерства здравоохранения Республики Татарстан имени профессора М.З. Сигала», Центр АСУТП ООО «Процессинговый Центр», мастер Хайрудинова Раиса Рашитовна.
«Раççейри чи лайăх 100 тавар» Программăн федераци тапхăрне кăçал республикăри 135 организаци рекордлă 234 продукципе пулăшу ӗçӗсене тăратнă. Ку республикăри таварсен пахалăхне тата конкурентлăхне ӳстерес енӗпе ăнăçлă ӗçленине кăтартса парать.
Çӗнтерӳçӗсем хушшинче чăвашсем те пурччӗ. «Продовольственные товары» номинацире наградăна «КХФ Самаренкин К.Д.» ИП ертӳçи Анатолий Константинович Самаренкин илме тивӗçрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев