Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ял хуçалăх ярмарккисем декабрӗн 28-мӗшӗччен пулаççӗ

Тутарстанра хула çыннисем Çӗнӗ çул сӗтелӗ валли паха апат-çимӗçе ял хуçалăх ярмарккисенче туянаççӗ.

Çуллен кӗркуннерен пуçласа Çӗнӗ çулччен иртекен йăлари ял хуçалăх ярмарккисем çӗр ӗçченӗсемпе выльăх-чӗрлӗх ӗрчетекенсене хăйсен продукцине туянакан патне тӳрремӗнех çитерме май параççӗ. «Эффективлă тата конкурентлă экономика» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗпе задачине пурнăçласа региона апат-çимӗç хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтереççӗ вӗсем çапла. Ярмарккăсем пахча çимӗç, аш-какай, сӗт юр-варӗ, çăмарта, сахăр песокӗ, çăнăх тата ытти чи кирлӗ ял хуçалăх продукцине çителӗклӗ сӗнеççӗ.

ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, кăçал 14 эрне кашни шăматкунра иртнӗ ярмарккăсенче 6 836,5 тонна пахча çимӗç (4 114,3 тонни çӗрулми), 276,2 тонна сӗт, 773,6 тонна сахăр песокӗ, 1 890,7 пин штук чăх çăмарти, 1022,0 тонна аш-какай (578,8 тонни ӗне ашӗ) –  пӗтӗмпе 1 331,4 миллион тенкӗлӗх – сутнă. Ял хуçалăх продукцине 14 322 единица транспортпа кӳнӗ.

Паха апат-çимӗçӗн ассортименчӗ ку ярмарккăсенче пысăккипех хула çыннисем кашни шăматкуна куç пек кӗтеççӗ те. Аса илтеретпӗр, республикăра ял хуçалăх ярмарккисем кăçал декабрӗн 28-мӗшӗчченех ӗçлеççӗ. Апла-тăк, хула çыннисен Çӗнӗ çул сӗтелӗ валли паха апат-çимӗç туянма кăçал та май пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство