Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра шашкăсемпе ăтăрсене шутланă

Республикӑра шашкăсемпе ăтăрсен йышне шута илесси вӗçленнӗ. ТР Биоресурссен патшалӑх комитечӗн специалисчӗсем вӗсен йышне юр çинче хӑварнă йӗрсем тӑрӑх палӑртнă. Кун пирки ведомствăн пресс-служби пӗлтерет.

Шашкăсемпе атăрсем – çыран хӗрринче пурăнакансем. Юр ларсан, шыв çийӗ пӑрпа витӗнес умӗн  чӗрчунсем хăйсен  участокӗсен чиккисенче хастар куçса çӳреççӗ. Вӗсем хăварнă йӗрсене çăмăллăнах уйăрса илме пулать, çакӑ популяцисен йышне тата вӗсен лаптӑкӗсен чиккисене тӗрӗс палӑртма май парать.

Пӗлтӗрхи учет кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, америка шашкисен йышӗ 2051-пе танлашать, ăтăрсен вара – 15. Пӗрремӗшсем ытларах Агрыз, Актаныш, Алексеевски, Елабуга, Заинск, Мамадыш тата Мензеле районӗсенче тӗл пулаççӗ пулсан, ăтăрсем Нурлат районӗнче пурӑнаççӗ. Каласа хăвармалла шашкăсемпе ăтăрсене Тутарстан Республикин Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ.

ТР Биоресурссен патшалӑх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: биоресурсы #ГоскомитетБиоресурсовРТ