Çӗпрел район ертӳçисем шефа илнӗ çар чаçӗнче пулчӗç
Декабрӗн 16-мӗшӗнче Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗпе Марат Гафаровпа Ӗçтăвком ертӳçин çумӗ Айрат Залялов Мускав облаçӗнчи район шефа илнӗ çар чаçне ӗçпе çитнӗ. Хальхи вăхăтра кунта Çӗпрел тăрăхӗнчен кайнă 19 каччă çарта тăрать.
Район ертӳçисем салтаксемпе хăйсемпе тӗл пулса калаçнине, Çӗнӗ çул парнисем парнеленине пӗлтерет район сайчӗ. Сăмах май, ку çар чаçӗнче пӗрремӗш хут мар вӗсем, хамăр слатаксемпе çакнашкал тӗлпулу йăлана кӗнӗ тесен те юрать. Тăван енрен килсех тӗрев пани, паллах, салтаксемшӗн те, вӗсен ашшӗ-амăшӗсемшӗн те çав тери пӗлтерӗшлӗ. Хальхинче те акă çар чаçӗн командованийӗпе ӗçлӗ тӗлпулу та пулнă район представителӗсен.
Подразделени ертӳçисем чаçăн инфраструктурипе паллаштарнă май салтаксен пурăнмалли, вӗренмелли условийӗсене казармăсемпе вӗренӳ объекчӗсене кӗртсе кăтартнă. Командовани представителӗсем Çӗпрел тăрăхӗнчен килнӗ салтаксен хатерлӗх шайне, службăри хастарлăхне пысăк хак параççӗ. Çакна салтаксен ашшӗ-амăшӗсене тăтăшах янă Тав çырăвӗсем те çирӗплетеççӗ.
«Пирӗн атьсем тăван района салам калаççӗ! Часть командованийӗ вӗсене тăрăшуллă та хастар, яваплă пулнăшăн хисеплени питӗ савăнтарать. Малалла та çапла пулăр! Эпир сирӗнпе мăнаçланатпăр! Раççейшӗн службăра тăрасси вăл – пысăк чыс тата яваплăх!» – тенӗ район ертӳçи М.Гафаров социаллă сетьсенчи хăйӗн страницинче ку тӗлпулу пирки. (Сăнӳкерчӗксем район сайтӗнчен).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев