News by date 20 May 2025
-
«Хресчен кил картишӗнче» интересли нумай
Çу уйăхӗн 16-мӗшӗнче Çӗнӗ Упири вăтам классенче вӗренекенсем уроксем хыççăн «Хресчен кил картишӗнче» квест-вӑййа хутшӑнчӗç. Хутшăнакансем командӑсем çине пайланчӗç те «хресчен пӳрчӗ» тӑрӑх тӗлӗнмелле «çулçӳреве» кайрӗç.
-
Музей каçӗ – Петр Дементьев музейӗнче
Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне халалласа çулсеренех «Музей каçӗ» акци иртереççӗ. П.В.Дементьев музейӗ те айккинче юлмасть. Çӗнӗ Упири ача сачӗн шӑпӑрланӗсем «ку тата мӗн?, «ăçтан тупнӑ?», «мӗнле ӗçлет?» «мӗншӗн апла?» ыйтусем çине хурав илес тесе «Пурне те пӗлес килет!» музей урокне çитсе курчӗç.
-
Ялта пурăнакан пенсионерсене хушма тӳлев парăнать
Тутарстанра 2019 çултанпа ял хуçалăхӗнче ӗçленӗ пенсионерсене пулăшмалли программа ӗçлет. Ял тăрăхӗнчи ӗç стажӗ 30 çултан кая мар (1992 çулччен колхозсемпе совхозсенче ӗçленӗ) пулсан страхлакан пенси çумне 25 процент (2226 тенкӗ те 93 пус) хушса параççӗ.
-
«Бэллур калем – Хрустальное перо» республика конкурсӗн гран-прине Аслă вăрçă ветеранӗ Александр Малов тивӗçрӗ
«Гран-прие» вара Аслă вăрçă ветеранне панишӗн хуçинчен ытла мероприятие хутшăннисем савăнчӗç пулмалла. Ура çине тăрса темӗнччен алă çупса саламларӗç ветерана залра пухăннисем. Парне – «Лада гранта» çăмăл автомобиль. Хисеплӗ ветерана машина уçкине ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин тыттарчӗ.
-
«Ют çын ачи»
Чăваш кӗнеке издательствинче «Ют çын ачи» ятлă кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Авторӗ – Валентин Константинов. Кăларăмри произведенисене икӗ ушкăна пайласа вырнаçтарнă. Пӗрремӗшне «Чăт, тата кăштах чăт...» повесть, «Стандартсăр кинемей», «Ют çын ачи», «Алевтина», «Симӗс курăк, шурă лаша, кăвак тӳпе, Анукпа Хӗветӗр» калавсем кӗнӗ. Иккӗмӗш пайӗнче пӗтӗмпех шӳтлӗ-мыскараллă кӗске хайлавсем.
-
Матак вăрманӗнче упа курнă
Çӗпрел районӗнчи Матак ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем, асӑрхануллӑ пулӑр!!! Вӑрманта упа пур, ӑна ял çыннисем май уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ял çывӑхӗнче курнӑ, кун çинчӗн вырӑнти ял хутлӑхӗн ертӳçи В.И.Шумилов пӗлтерет.