Ялта пурăнакан пенсионерсене хушма тӳлев парăнать
Тутарстанра 2019 çултанпа ял хуçалăхӗнче ӗçленӗ пенсионерсене пулăшмалли программа ӗçлет. Ял тăрăхӗнчи ӗç стажӗ 30 çултан кая мар (1992 çулччен колхозсемпе совхозсенче ӗçленӗ) пулсан страхлакан пенси çумне 25 процент (2226 тенкӗ те 93 пус) хушса параççӗ.
Тӳлев ял тăрăхӗнче ялан пурăнакансене е пенсие тухнă хыççăн хулана пурăнма куçнисене официаллă ӗçлемесен парăнать. Анчах кун пек чухне яла куçса килсен хулара ӗçлесе илнӗ стажа шута илмеççӗ.
Хушма тӳлев ял хуçалăхӗпе çыхăннă 500 ытла ял хуçалăх специалистне парăнать, вӗсем хушшинче – механизаторсем, слесарьсем, агрономсем, ветеринарсем, зоотехниксем тата ыттисем те.
Тӳлӗве социаллӑ фонда кайса заявлени çырсан çеç параççӗ. Хăвăрпа пӗрле ялти ӗç стажне çирӗплетекен документа – ӗҫ кӗнекин копине е ӗç паракансен панă справкăна – илме манмалла мар. 2026 ҫултанпа заявлени памалла пулмасть, Раççей социаллă фончӗ хӑй тӗллӗнех тӳлеве пенси çумне хушса парать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев