Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Ют çын ачи»

Чăваш кӗнеке издательствинче «Ют çын ачи» ятлă кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Авторӗ – Валентин Константинов. Кăларăмри произведенисене икӗ ушкăна пайласа вырнаçтарнă. Пӗрремӗшне «Чăт, тата кăштах чăт...» повесть, «Стандартсăр кинемей», «Ют çын ачи», «Алевтина», «Симӗс курăк, шурă лаша, кăвак тӳпе, Анукпа Хӗветӗр» калавсем кӗнӗ. Иккӗмӗш пайӗнче пӗтӗмпех шӳтлӗ-мыскараллă кӗске хайлавсем.

Пӗр сумка кирпӗч тултарса Мускава выставкăна кайса килнӗ Сахрун Ваççильчран (мӗн тумастăн-ши чаплă пулас килнипе!), хӗрарăмсем умӗнчи хăюсăрлăхне пӗтерессишӗн хитре майра хыççăн лавккаран лавккана сӗтӗрӗнсе çӳресе пур-çук укçине кирлӗ мар япала туянса пӗтернӗ Миша Сорокинран (ăсӗ пур-ха ун, МГУ студенчӗ вăл), тикӗт пек хура сăнлă Сариванран (хура пулсан та хӗрарăмсем питӗ юратаççӗ мура), пӗр эрне пуринчен те пытанса пурăннă пуховăй качакаран (выльăхăн та сисӗмлӗх пурах çав), хурчăка мăшкăлӗ пулнă Уринепе Петӗртен (ах, çав сăра саккине!), ытти геройсенчен кулмасăр чăтма çук. Пурне те мар пулин те, ун йышшисене эпир хамăр хушăра та куратпăр вӗт. Шӳтлӗ хайлавсене пӗр ярăма пӗрлештерсе «Пурнăç мыскарасăр мар» ят панă.

Вулакана калаçтараканни, тавлаштараканни – пӗрремӗш пайра. «Тӗрӗслӗх пурах тӗнчере» ятлă вăл. Кунти кирек хăш калава вуласа тухсан та шухăша каймалли пурах. Ялта пурăнакан кинемей, хăй ӗмӗрӗнче пӗрремӗш хут больницăна выртнăскер, пӗр килнӗ чух пӗтӗм чирӗнчен сываласшăн та – ун пек юрамасть иккен, сиплев стандарчӗ ирӗк памасть. Чăн-чăн чăваш хӗрарăмех ӗнтӗ Кӗтерне. Вӗсем кăна сывлăхӗ çинчен шутламасăр кунне-çӗрне пăхмасăр ӗçлеме пултараççӗ. «Ман анне пек», – тейӗ вулакансенчен нумайăшӗ. Стандартсăр кинемей кирлӗ пулăшăва туллин илейменни кăштах пăшăрхантарать те, кăмăл хуçăлсах юлмасть. Мӗншӗн тесен лешӗ çынна шанса пурăнма хăнăхман, çутçанталăк мӗн панипе усă курса сывлăхне тытса тăма вӗреннӗ.

«Чăт, тата кăштах чăт...» повеçри эстрада юрăçи Маргарита, унăн упăшки пулнă Емцов, Маргаритăн çӗнӗ савнийӗ Аристарх пирки вулакансем тӗрлӗрен каласса малтанах пӗлсе тăратпăр. Аристарха ытлашши çемçешке пулнăшăн, Маргаритăна вара упăшкинчен уйрăличченех тепӗр арçынпа çывăхланнăшăн тиркекенсем те пулӗç, тен. Çапах та вулакан кăмăллăнах уйрăлать ку повеçӗн тӗп геройӗсемпе, мӗншӗн тесен вӗсем хăйсен телейне тупаççӗ. Пурнăçра пуриншӗн те явап тытма тивет. Авторăн çак шухăшӗ «Алевтина», «Симӗс курăк, шурă лаша, кăвак тӳпе, Анукпа Хӗветӗр» ятлă калавӗсенче те палăрать.

«Ют çын ачи» калав çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Ватлăх çулӗсене çитнӗ çын, Василий Павлович, хăйӗн виçӗ пӳлӗмлӗ хваттерне сутса пӗр пӳлӗмлине куçать. Хваттер сутнă укçине вара пӗртен-пӗр хӗрне те мар, мăнукне те мар, урамра курса паллашнă Анатолие парать. Лешӗн пӗчӗк хӗрачи питӗ чирлӗ, ăна сыватма укçа кирлӗ.

Калаври ӗç тӗп хулара пулса иртет. Чирлӗ ачисене сыватма укçа пухакансене кашни хуларах тӗл пулма пулать. Йӗркелӗхе хураллакансем асăрхаттарнă тăрăх, ун пеккисем хушшинче çынсен ырă кăмăллăхӗпе усă куракан ултавçăсем те пулма пултараççӗ. Василий Павлович та çакна пӗлмест мар. Пурнăç курнă çын чун-чӗри сисӗмлӗ: Анатолий суйманнине туять вăл. Анчах та пурне те пулăшса çитереймӗн, пурнăçра нушана кӗрсе ӳкекенсем сахал мар вӗт. Вулакана ӗнентерме тата витӗмлӗрех сăлтав кирлӗ. Василий Петровичăн пур çавăн пек сăлтав. Пач пӗлмен ют çынсене пулăшса вăл Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тахçанах çӗре кӗнӗ ашшӗн парăмне татасшăн, кая юлса та пулин унăн чунне çăмăллăх кӳресшӗн. Василий Павловичăн ашшӗ вăрçă вăхăтӗнче летчик пулнă иккен, партизансем патне час-часах вӗçнӗ, вӗсем валли хӗç-пăшал, апат-çимӗç леçнӗ, каялла килнӗ чух аманнисене илсе тухнă. Ун чухнехи çирӗп саккунсем приказран пăрăнма ирӗк паман. Çав çирӗплӗхе пулах пӗррехинче вăл чирлӗ пӗчӗк хӗрачана самолет çине илеймест. Вырăн çук ăна валли, летчикăн аманнă партизансене илсе тухмалла. Хăйӗн çапла тума тивнишӗн летчик çул тăршшӗпе куççуль юхтарать. «Халь пулсан хама айăпласса та пăхса тăмăттăм, лартса тухăттăм çав хӗрачана», – тесе ӗмӗрӗ тăршшӗпе ӳкӗнсе пурăнать Василий Павловичăн ашшӗ. Çав парăмпах çӗре кӗрет. Ăна канăç паман ӳкӗнӳ ывăлне куçать. Çавăн пек еткерлӗх те пулать иккен пурнăçра.

Василий Павлович чăннипех те ырă чӗреллӗ çын. Ан тив, кӳрентӗрех пӗртен-пӗр хӗрӗ, вăл выçă лармасть, çӗтӗк çӳремест, килсӗр те мар. Тулли пурнăçпа пурăнаканскерӗн ашшӗ патне пырса çӳреме те вăхăт çук авă.

Нушана кӗрсе ӳкнӗ çемьери ачана вилӗмрен çăлса хăварса ватă арçын хăйӗн чунӗ валли те канăçлăх тупать. Хӳтлӗх те, кил ăшши те парать ăна ют çемье.

Калав кирек камăн чунне те хускататех. Ахальтен мар унăн ятне кӗнеке хуплашкине кăларнă. Кӗнекене Г.А.Антонова редакциленӗ, И.Е.Калентьева ӳнерçӗ илемлетнӗ.

 

Галина МАТВЕЕВА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели