Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Музей каçӗ – Петр Дементьев музейӗнче

Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне халалласа çулсеренех «Музей каçӗ» акци иртереççӗ. П.В.Дементьев музейӗ те айккинче юлмасть. Çӗнӗ Упири ача сачӗн шӑпӑрланӗсем «ку тата мӗн?, «ăçтан тупнӑ?», «мӗнле ӗçлет?» «мӗншӗн апла?» ыйтусем çине хурав илес тесе «Пурне те пӗлес килет!» музей урокне çитсе курчӗç.

Урок вӑхӑтӗнче ачасем аваллăха таврăнчӗç тейӗн: япаласене тытса пӑхрӗç, тавракурӑмне анлӑлатрӗç, иртнӗ ӗмӗрти пурнӑç пирки нумай çӗннине пӗлчӗç. Çунă кӗпе-йӗме рубельпе, кăмрăк утюгӗпе якатнине курса паллашрӗç, ал арманӗпе тырă авăртса пăхрӗç. Çăнăх тума нумай тар тăкмаллине ăнланчӗç. Çу уçламалли хатӗр те çăмăллисенчен мар иккен.

Нумай çӗннине пӗлнӗ, тӗлӗннӗ ачасем малашне те музее килсе çӳреме сăмах пачӗç. Вырӑссен аслӑ ăсчахӗ Михаил Ломоносов «Иртнисӗр  пуласлӑх çук», – тенӗ. Чăн та çапла.

Юрий Адъютантов.

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Упи.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: музей дементьев ночь в музее