«Бэллур калем – Хрустальное перо» республика конкурсӗн гран-прине Аслă вăрçă ветеранӗ Александр Малов тивӗçрӗ
«Гран-прие» вара Аслă вăрçă ветеранне панишӗн хуçинчен ытла мероприятие хутшăннисем савăнчӗç пулмалла. Ура çине тăрса темӗнччен алă çупса саламларӗç ветерана залра пухăннисем. Парне – «Лада гранта» çăмăл автомобиль. Хисеплӗ ветерана машина уçкине ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин тыттарчӗ.
Ӗнер, майăн 19-мӗшӗнче, Тутарстан Пичет кунӗнче «Татмедиа» пичетпе массăлла коммуникацисен агентствин «Бэллур калем – Хрустальное перо» республика конкурсне пӗтӗмлетрӗç. Яланхи пек унта республикăри хаçат-журналсемпе ытти хыпар хатӗрӗсен журналисчӗсем хутшăнаççӗ. «За верность профессии», «Лучший в профессии», «Лучший телеоператор», «Лучший фотооператор», «За лучшее освещение нацпроектов», тата ытти уйрăм номинацисен çӗнтерӳçисене палăртаççӗ ку конкурсра. Жюри кăçал пурӗ 144 заявка йышăннă журналистсенчен, пӗтӗмпе 1,5 пин çурă материал.
Кăçал торжествăлла мероприяти Галиаскар Камал ячӗллӗ тутар патшалăх академи театрӗн çӗнӗ çуртӗнче иртрӗ. Хусансемпе хула хăнисене пичет кăларăмӗсемпе паллаштарма театр умӗнчи «СМИшная улица» текен урама йӗркеленӗччӗ. Кăмăлланă пичет кăларăмне кунтах çырăнма май пачӗ çак акци.
Театрта савăнăçлă лару-тăру хуçаланчӗ. Çакăнта пӗтӗм республикăран пуçтарăннă пичет ӗçченӗсем, журналистсем пӗр-пӗринпе курса калаçма, паллашма пултарчӗç. «ТАТМЕДИА» акционер обществи йӗркеленӗ «Наставники» курав та нумайăшне интереслентерчӗ. Планшеткăсем çинче 19 истори – унта уйрăм журналистсем хăйсене профессие кӗме кам пулăшни, çул уçни çинчен каласа параççӗ.
Журналистсемпе пичет ӗçченӗсен уявне ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Айрат Зарипов, ТР Журналистсен союзӗн председателӗ, ТНВ телеканал генеральнăй директорӗ Ильшат Аминов, ТР Раисӗн пулăшуçи, «Движение первых» çамрăксен юхăмӗн ертӳçи Тимур Сулейманов, «Защитники Отечества» патшалăх фончӗн Тутарстанри филиалӗн ертӳçи Гузель Удачина, РФ тава тивӗçлӗ журналисчӗ, «Комсомольская правда» хаçат обозревателӗ, çыравçă Галина Сапожникова, власть органӗсен, министерствосемпе ведомствосен ертӳçисем хутшăнчӗç.
Кăçал çӗнтерӳçӗсене палăртнă чух жюри ытларах журналистсем, редакци ӗçченӗсен ушкăнӗ Аслă Çӗнтерӗвӗн 80-çуллăхне тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне тимлӗх уйăрнине шута илнӗ. Пичет кунӗн торжествăлла пайӗн сценарине те çавнах тӗпе хурса çырни палăрчӗ. Юрă-ташăсем, ташă композицийӗсем вăрçă журналисчӗсене халалланисем пулчӗç. Куракансене «Созвездие – Йолдызлык» çамрăксен эстрада искусствипе республикăн уçă телефестивалӗн финалисчӗсем, тутар эстрада çăлтăрӗсем Алина Шарипжановапа Айдар Сулейманов савăнтарчӗç. Вӗсемех конкурсăн гимнне юрларӗç вӗçӗнче.
Кашни номинаци хăй çӗнтерӳçине тупрӗ. Чи кӗтнисен шутӗнче кама кăçал «Персона года» ята пани тата «Гран-при» хуçине пӗлесси. Жюри пӗр саслă пулса «Персона года» ята Гузель Удачинăна панă. Тивӗçне кура вăл СВОна хутшăнакансемпе нумай ӗçлет, вӗсене пулăшас тесе тăрăшать. «Маншăн ку хăнăхман япала. Ытти чух эпӗ хам кама та пулин наградăлатăп, паян вара хам номинант. Питӗ хумхануллă самант», – терӗ вăл хрусталь калеме йышăнса.
«Гран-прие» вара Аслă вăрçă ветеранне панишӗн хуçинчен ытла мероприятие хутшăннисем савăнчӗç пулмалла. Ура çине тăрса темӗнччен алă çупса саламларӗç ветерана залра пухăннисем. Парне – «Лада гранта» çăмăл автомобиль. Хисеплӗ ветерана машина уçкине ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин тыттарчӗ.
«28 хут иртет «Хрустальное перо» конкурс. Хăй пӗлтерӗшне вăл халиччен те çухатман. Сирӗн сăмаха тăнлаççӗ, сире шанаççӗ, сирӗн урлă эпир республикăри социаллă пӗлтерӗшлӗ пулăмсем пирки пӗлтеретпӗр. Кашнинче эсир хăвăрăн профессири пултарулăха çирӗплететӗр. Çӗнтерӗвӗн 80-çуллăхӗнче эпир уйрăмах хамăрăн паттăрла историпе пӗтӗм çӗршывпа пӗрле мăнаçланатпăр. Паян эпир чи пултаруллисене, чи тивӗçлисене чыслатпăр. Журналистика чӗрӗ чух конкурс пурăнать-ха», – терӗ Правительство пуçлăхӗ çӗнтерӳçӗне наградăласа.
Александр Малов мероприятие Аслă вăрçă вăхăтӗнчи çар тумӗпе, кăкăр тулли орден-медальпе килнӗ. Вăл чăннипе чӗрӗ легенда. Вăрçă ветеранӗ мирлӗ пурнăçра 25 çул хушши ветерансен канашӗн пресс-службине ертсе пынă. Вăл 15 кӗнеке авторӗ. Çавсенчен пӗрне 8 çул каялла Германие кайса килнӗ, хăйӗн çапăçу çулӗпе тепӗр хут утса тухнă тата нимӗçсемпе курса калаçнă хыççăн çырса кăларнă. Историлле тӗрӗслӗхе упраса хăварассишӗн хăйӗнчен пысăк тӳпе кӗртнӗ ветеран.
«Пирӗн вăхăтри паттăр ăру халăх, патшалăх умӗнчи тивӗçе пурнăçларӗ. Вăл виçӗ ăрăва мирлӗ пурнăçпа тивӗçтерчӗ. Халӗ каллех алла хӗç-пăшал тытма вăхăт çитрӗ. Турă пулăштăр вӗсене çак парăма тивӗçлӗ пурнăçлама», – терӗ хисеплӗ ветеран Александр Малов.
Мероприяти МХХ отраслӗнче палăрнисене патшалăх наградисемпе чысланипе вӗçленчӗ.
Сăнӳкерчӗксем авторăн тата Владимир Васильевăн («Татар-информ»).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев