«Хресчен кил картишӗнче» интересли нумай
Çӗнӗ хыпарсем

«Хресчен кил картишӗнче» интересли нумай

Çу уйăхӗн 16-мӗшӗнче Çӗнӗ Упири вăтам классенче вӗренекенсем уроксем хыççăн «Хресчен кил картишӗнче» квест-вӑййа хутшӑнчӗç. Хутшăнакансем командӑсем çине пайланчӗç те «хресчен пӳрчӗ» тӑрӑх тӗлӗнмелле «çулçӳреве» кайрӗç.

Чӑвашсен йӑли-йӗркипе, авал усă курнă япаласемпе, пурнӑç йӗркипе, ал ӑсталӑхӗпе паллашрӗç. Вӑййӑн кашни тапхӑрӗ кăсăклă ыйтусемпеччӗ, ачасем музей залӗнче тупма пултарнӑ хуравасене шырарӗç. QR-код пулӑшнипе сăмахкаçмăш ыйтӑвӗсем çине хуравсем шырарӗç.

Ачасем пӗр-пӗринпе хастар хутшӑнса ӗçлерӗç, йӑла-йӗркепе культура çинчен ытларах пӗлес килчӗ. Вӑйӑ тапхӑрӗсем витӗр тухсан, шкул ачисем хресченсен йӑлине чӑн-чӑн пӗлекенсем пулса тӑчӗç.

Юрий Адъютантов.

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Упи.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 


Образование Дрожжановский район

Нет комментариев