News by date 20 November 2025
-
Налогсене вăхăтра тӳлемелле
Пурлăх тата транспорт налогне тӳлесе татма 10 кун юлчӗ.
-
Олег Мустаева асăнса «Янра, хуткупăс!» фестиваль пулать
Паллă телерадиожурналиста, Чăваш наци конгресӗн вице-президенчӗ, УОЧНКА ертӳçи пулнă Олег Мустаева асăнса ноябрӗн 29-мӗшӗнче Ульяновск хулинче «Янра, хуткупăс!» регионсем хушшинчи фестиваль пулать.
-
Хусанта декабрьтен робот-курьерсем ӗçлеме тытăнаççӗ
Декабрь уйăхӗн пуçламăшӗнче Хусан хулин Вахитов районӗнче робот-курьерсем заказсене илсе килме пуçлаççӗ. Уйăх варринче вӗсен ӗç лаптăкне анлăлатӗç, малашне вара сервис пӗтӗм хулана сарăлать.
-
«Юратнă аннепе» фотоконкурс пуçланчӗ
Хаклă вулакансем, ноябрӗн юлашки вырсарникунӗнче Анне кунне паллă тунăран эпир «Юратнă аннепе» фотоконкурс пуçлатпăр. Унта хутшăнас тесен аннепе пӗрле тунă сăнӳкерчӗке ноябрӗн 25-мӗшӗччен 89179076881 номерпе мессенджерсем урлă редакцие пире ярса памалла. Çывăх çын çинчен пӗр-икӗ предложени çырса пӗлтермелле: Мӗн ятлă? Ăçта пурăнать? Кам саламлать? Уяв ячӗпе саламласа ăшă сăмахсем çырма та ан манăр юратнă çыннăрсене.
-
Чăваш Енре вăрçă ветеранӗсене наци тумӗпе сăн ӳкереççӗ
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене чăваш тумӗпе сăн ӳкерсе парне тăвасси регионти чăваш çамрăкӗсен «Хастар» пӗрлешӗвӗ йышăнăвӗ. Пӗрремӗш фотосессисем иртнӗ те ӗнтӗ. Объектива чăн малтан Йӗпреç районӗнчи Упакасси ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Етӗрне хулинче пурăнакан 106 çулти Иван Ермолаев лекнӗ. Сăмах май, Иван Васильевич Чăваш Енӗн чи ватă çынни.