Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Юратнă аннепе» фотоконкурс пуçланчӗ

Хаклă вулакансем, ноябрӗн юлашки вырсарникунӗнче Анне кунне паллă тунăран эпир «Юратнă аннепе» фотоконкурс пуçлатпăр. Унта хутшăнас тесен аннепе пӗрле тунă сăнӳкерчӗке ноябрӗн 25-мӗшӗччен 89179076881 номерпе мессенджерсем урлă редакцие пире ярса памалла. Çывăх çын çинчен пӗр-икӗ предложени çырса пӗлтермелле: Мӗн ятлă? Ăçта пурăнать? Кам саламлать? Уяв ячӗпе саламласа ăшă сăмахсем çырма та ан манăр юратнă çыннăрсене.

Сăнӳкерчӗксене хаçатăн социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче кăларса пырăпăр. Маларах янă сăнӳкерчӗксен Анне кунӗ тӗлне хаçатра тухма шанăç пур.
Çӗнтерӳçе ноябрӗн 30-мӗшӗнче 21:00 сехетре хаçатăн «ВКонтактери» ушкăнӗнче палăртăпăр. «Сувар» хаçатăн «ВКонтактери» ушкăнӗнче тата «Телеграмм» каналӗнче (унти тата кунти сасăсене хушса пӗтӗмлететпӗр) чи нумай сасă пухнă (лайк лартнă) сăнӳкерчӗкшӗн парне пулать.
Асăрхаттару: ботсемпе усă курса тунă сасăсене шута илместпӗр.
Апла пулсан, хаклă вулаканăмăрсем, фотоконкурса хутшăнма васкăр!
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Конкурс красоты день мамы