Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта декабрьтен робот-курьерсем ӗçлеме тытăнаççӗ

Декабрь уйăхӗн пуçламăшӗнче Хусан хулин Вахитов районӗнче робот-курьерсем заказсене илсе килме пуçлаççӗ. Уйăх варринче вӗсен ӗç лаптăкне анлăлатӗç, малашне вара сервис пӗтӗм хулана сарăлать.

Хусанта робот-курьерсем заказсене декабрь пуçламăшӗнчен кӳме тытăнӗç. Кун çинчен ку кунсенче хула мэрийӗ пӗлтернӗ. Хальхи вăхăтра Тутарстанăн тӗп хулинче роверсем валли 30 вырăн палăртнă. Çав шутра хулан хӗвелтухăç енчи «Салават купере», хӗвеланăç енчи «Светлая долина», кăнтăр енчи «Соловьиная роща» пек аяккарах вырнаçнă мимкрорайонсем те кӗреççӗ.

Мэрире пӗлтернӗ тăрăх, Вахитов районӗнче вӗсем Назарбаев – Миннуллин – Салимжанов – Айдинов – Тихомирнов урамӗсемпе çӳрӗç. Заказсене пӗтӗмпе 6 робот кӳрӗ. Декабрь уйăхӗн варринче вара иккӗмӗш зонăра:Тихомирнов – Пушкин – Большая Красная – Толстой – Карл Маркс – Ершов – Чехов – Роща Фрунзе урамӗсем хушшинче çӳрӗç.

Мэрире пӗлтернӗ тăрăх, малашне Хусанти тата Иннополисри робот-доставщиксен шутне ӳстерме пултараççӗ. Хальхи вăхăтра IT-хулара 15 ровер ӗçлет.

«Яндекс» компани хута яракан сервиса Хусанта ноябрӗн 12-мӗшӗнче тӗрӗслесе пăхнă. Ун чух икӗ робот-курьер ӗçленӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество