Паллă телерадиожурналиста, Чăваш наци конгресӗн вице-президенчӗ, УОЧНКА ертӳçи пулнă Олег Мустаева асăнса ноябрӗн 29-мӗшӗнче Ульяновск хулинче «Янра, хуткупăс!» регионсем хушшинчи фестиваль пулать.
Йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, Ульяновск тăрăхӗн лидерне Олег Мустаева халалланă купăсçăсен регионсем хушшинчи фестивалӗн ятарлă хăни – Раççей тава тивӗçлӗ артисчӗ Игорь Шипков пулать. Фестиваль пирки тӗплӗнрех 8927-838-46-38 телефонпа ыйтса пӗлме май пур.
Нет комментариев