Налогсене вăхăтра тӳлемелле
Пурлăх тата транспорт налогне тӳлесе татма 10 кун юлчӗ.
Декабрӗн 2-мӗшӗнчен налог тӳлемен пулсан кунсерен Раççей Банкӗн ставкин пӗрре виç çӗрмӗш чухлӗ пени (вăхăтра тӳлеменшӗн хурăнакан штарф) шутланса пыма пуçлать. Ку тӳлемен кашни 100 тенкӗшӗн кунне вăтамран 5,5 пус хушăнса пынине пӗлтерет.

Федераллă налог служби граждансене налог тӳлемелли пирки уведомлени тахçанах янă ӗнтӗ. Ăна граждансем Федераллă налог службин сайтӗнчи хăйсен харпăр кабинетӗнче, «Налоги физлиц» приложенире е Патшалăх услугисен порталӗнче тупма пултараççӗ. Хăш-пӗр çынсем унчченхи пекех уведомление почта урлă çырупа илсе тăраççӗ.
Налогсене вăхăтлă тӳлеме ан манăр, хисеплӗ вулакансем.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев