Чăваш Енре вăрçă ветеранӗсене наци тумӗпе сăн ӳкереççӗ
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене чăваш тумӗпе сăн ӳкерсе парне тăвасси регионти чăваш çамрăкӗсен «Хастар» пӗрлешӗвӗ йышăнăвӗ. Пӗрремӗш фотосессисем иртнӗ те ӗнтӗ. Объектива чăн малтан Йӗпреç районӗнчи Упакасси ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Етӗрне хулинче пурăнакан 106 çулти Иван Ермолаев лекнӗ. Сăмах май, Иван Васильевич Чăваш Енӗн чи ватă çынни.
«Хастар» пӗрлешӗвӗн пултаруллă çамрăкӗсем фотосесси валли ветеранăн килӗнчех пӗчӗк фотостуди те йӗркеленӗ. Наци тумӗ тăхăнса сăн ӳкерӗнесси Ермолаевсемшӗн хăйсемшӗн те кăмăллă кӗтменлӗх пулнипе çемйипех фотосессие хутшăннă. Наци тумне ветерансăр пуçне хӗрӗпе Валентина Ивановнăпа мăнукне Ивана та тăхăнтартнă. Тӗрӗллӗ хитре чăваш тумӗпе эрешӗсене фотосесси валли Шупашкарти Культура институчӗн халăх пултарулăхӗн кафедрин заведующийӗ Раиса Васильева панине хыпарлать «Вести Чувашия» телекăларăм.
Иван Васильевич Ермолаев хăй чăваш тумне çамрăк чух кăна тăхăнса курнине пытарман, çавăнпа ку фотосесси çамрăклăхне аса илтернӗшӗн питӗ савăнать вăл.

«Хастар» пӗрлешӗвӗн пултаруллă çамрăкӗсем çак кун тӗлне виçӗ ветеран патӗнче пулса фотосесси тума ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Иван Ермолаевсăр пуçне асăнмалăх çакнашкал хитре сăнӳкерчӗксем Андрей Аркадьевпа Анна Иванова ветерансен те пур халӗ. Сăмах май, ветерансенчен пӗрин сăнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Чăваш наци конгресӗн çуртне те илемлетет, Анна Титовна Ивановăн чăвашла тăхăнса ӳкерӗннӗ сăн ӳкерчӗкне вара Шупашкарти обществăлла чарăнусенче те курма пулать. Унта вăл çамрăксене «Çӗнтерӳ пирӗн пулать»,– тесе хавхалантарать.
Мӗнех калăн, маттур! Питӗ кăмăллă проект. (Скриншотсем «Вести Чувашия» телекăларăмран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев