Хусанта блиндаж çуртисем тума шăвăç банкăсем пуçтараççӗ
Нумай пулмасть гуманитари пулăшăвӗ пуçтаракан пунктра ятарлă çар операцицӗнчи салтаксем валли блиндаж çуртисем тăвакан цех йӗркеленӗ. Çуртасем пулăшнипе боецсем апат ăшăтма, хăйсем ăшăнма тата окопсемпе çӗрпӳртсене çутатма пултараççӗ.