Хусанта блиндаж çуртисем тума шăвăç банкăсем пуçтараççӗ
Нумай пулмасть гуманитари пулăшăвӗ пуçтаракан пунктра ятарлă çар операцицӗнчи салтаксем валли блиндаж çуртисем тăвакан цех йӗркеленӗ. Çуртасем пулăшнипе боецсем апат ăшăтма, хăйсем ăшăнма тата окопсемпе çӗрпӳртсене çутатма пултараççӗ.
Анчах та, волонтерсем пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра вӗсене тимӗр тата шăвăç банкăсем çитмеççӗ.
«Пирӗн заказпа питӗ нумай парафин килчӗ, анчах та ăна тултармалли савăтсем çук», – тесе палăртнă «гуманитарка» пуçтаракан пунктăн представителӗ Наталья Бойкова.
Банкăсем пуçтарма волонтерсем пӗр кун палăртнă – январӗн 23-мӗшӗнче вӗсене 11 сехетрен пуçласа 19 сехетчен йышăнаççӗ. Окоп çуртисене туса хатӗрлеме ача апачӗн тата консервăсен банкисем юрăхлă. Çавăн пекех йышăнакан пункта вăрăмлатнă банкăсене те илсе килме юрать. Çавăн пекех, йышăну пунктӗнче çунă банкăсем илсе килме ыйтаççӗ, мӗншӗн тесен вырăнта вӗсене çуса тасатма май çук.
Пункт адресӗ: Хусан, Сафиуллин урамӗ, 17 б çурт, «Своих не бросаем 16» вывеска айӗнчи алăк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев