Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эрне вӗçӗнче Тутарстанра -2 градус пулать

Синоптиксем палăртнă тăрăх, ытларикун, юнкун тата кӗçнерникун регионра Казахстан енчен килнӗ антициклон хӗрри хуçаланать.

Çакна пăхмасăрах, Тутарстанра сывлăш температури майӗпен пӗчӗкленсе пырать. Çанталăк уяртсан каçсерен -22 градус таран шăнтать. Анчах юнкунпа кӗçнерникунхи каçсем -12-рен пуçласа -17 градус таран пулӗç. Январӗн 18-мӗшӗнче кăнтăрла сывлăш температури -7, -12 градуса çитет, 19-мӗшӗнче -5, -10 градуса. Апла пулсан Кăшарнире шыва кӗрекенсене ытла сивӗ пулмасть. Метеорологсем малтанласа палăртнă тăрăх, Январӗн 20 тата 21-мӗшӗсенче Тутарстанăн хӗвел анăç районӗсем патне атмосфера фрончӗ çывхарать. Вырăнӗ-вырăнӗпе вăйлах мар юр çăвать, çил вăйланать. Температура фонӗ майӗпен çӗкленме тытăнать, кăнтăрлахи вăхăтра вăл -2,-7 градуса çитет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев