Февральте Социаллă фонд медицина ӗçченӗсене çӗнӗ тӳлев куçарса парӗ
Çӗнӗ социаллă тӳлеве – 4 500 тенкӗрен пуçласа 18 500 тенкӗ таран – Тутарстанри медиксем февраль уйăхӗнче илӗç
«Уйăхсерен парăнакан çак çӗнӗ тӗрев формипе федераллă бюджет тивӗçтерет. Тӳлевсене медицина организацийӗсем панă списоксем тăрăх куçарӗç. Вӗсене Тутарстанра илекенсен шучӗ хальлӗхе паллă мар, вăл списока Сывлăх сыхлав министерстви палăртать», – тесе пӗлтернӗ журналистсене Раççей социаллă фончӗн Тутарстан Республикинчи управленийӗн пресс-служби. Çӗнӗ тӳлеве РФ Правительстви 2023 çулхи январь уйăхӗнчен палăртнă. Вăл сывлăх сыхлав отраслӗн пӗрремӗш сыпăкӗнче – тӗп район, район, участок больницисенче, çавăн пекех васкавлă пулăшу станцийӗсенче – ӗçлекенсене парăнмалла. Тӳлев калăпăшӗ медработникăн категорийӗнчен тата вăл ӗçлекен организацин тӗсӗнчен килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев