Сувар

г. Казань

18+
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов Тутарстанра промышленность тата экологи туризмне аталантарма хушнă

Çакна вăл ТР Туризм патшалăх комитечӗн тата ТР Культура еткерлӗхӗн объекчӗсене сыхлас комитетăн пӗрлехи коллегийӗнче пӗлтернӗ

«Пирӗн республика – Хусан, Свияжск, Пăлхар кăна мар. Эпир Минтимер Шариповичпа сӳтсе яврăмăр, Пӳлере аталантармалла. Пирӗн питӗ вăйлă промышленность вырăнӗсем пур: Алабуга, КамАЗ, Анат Кама. Промышленность туризмӗпе паянхи кун нумай кăсăкланаççӗ. Экотуризм: Тукай, Кырлай, тата маршрутсем – вӗсене пурне те тӗрев памалла. Ку вӗт ӗç укçи, çынсем унта ӗçлеме пуçлаççӗ. Ку вăл пурнăç пахалăхӗ те, республикăн илӗртӳллӗхӗ те», – тесе каланă Рустам Минниханов спикерсен доклачӗсене итленӗ хыççăн. 
«Пирӗн религи центрӗсем – питӗ вăйлă туртăм вырăнӗсем. Çак инфраструктура çынсене илӗрттӗр тесе пирӗн православнăйсемпе те, мăсăльмансемпе те, ытти конфессисемпе те ӗçлемелле.  Инфраструктура ӗçлемелле. Пирӗн историллӗ, пысăк тытăмлă объектсем пур», – тенӗ вăл религилле туризм аталанăвӗн пӗлтерӗшне палăртса.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев