Тутарстанра аташса кайнă пулăçа вилӗмрен хăтарнă
Нумай пулмасть каçпа Алексеевски районӗнчи Речное ялӗ çывăхӗнче Чистай районӗнче пурăнакан 52 çулхи арçын пулă тытнă пулнă
Кăштах вăхăт иртсен вăл пăрпа Саконы ялӗ еннелле утнă. Унтан аташса кайнă та, Коневая Грива утрав çине килсе тухнă. Унта вăл хытă шăннă, анчах та пулăçсен çуртне тупма пултарнă. Сивве пула арçын телефонӗнчи зарядка хăвăрт ларма тытăннă, çапах та вăл ятарлă службăсен пӗрлехи 101 номерпе шăнкăравласа ӗлкӗрнӗ.
3№ ЗПСО хăтаруçисем икӗ снегоходпа Коневая Грива утрав еннелле кайнă. Вырăна çитсен вӗсем пулăç хунарпа сигналсем панине асăрханă. Шăнса хытма пуçланă арçынна снегоходпа Саконы ялӗ çывăхӗнчи çырана илсе çитернӗ те васкавлă пулăшу машини çине лартса янă. Çак хыпара журналистсене Раççей МЧС-ӗн Тутарстанри Патшалăх управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев