Чăваш театрӗ салтаксене машина парас шутлă
К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксене пулăшас тӗллевпе ыр кăмăллăх акцийӗсене пӗрре кăна йӗркелемест. Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисемпе вӗсен тăванӗсене тӗрев парас шутпа мартăн 11-мӗшӗнче «Инкеклӗ телей» спектакль лартнине, сутнă билет укçине салтаксем валли янине пӗлтереççӗ вырăнти хыпар хатӗрӗсем