Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Артист мар, артистран та кая мар

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне халалланă пултарулăх отчечӗ кăçал Мартăн 8-мӗшӗпе тӳр килчӗ.

Мероприятин ертӳçисем Петр Мулеевпа Анастасия Макарова концерт программине ялти мӗнпур аннене, хӗр-хӗрарăмсене саламласа уçрӗç. Йăлари фестивале курма килекенсем валли Культура çурчӗн фойинче чăваш халăх культурипе, кил-тӗрӗшӗпе, ал ӗçӗпе çыхăннă япаласен, сăнӳкерчӗксемпе картинăсен куравне йӗркеленӗччӗ. Уяв концертне Татьяна Евграфова Раççей çинчен юрра çепӗççӗн юрласа пуçларӗ.

Мӗн тесен те çăлтăрсем пӗчӗк сцена çинче çуралаççӗ. Александра Афиногентова акă, пиллӗкре кăна пулсан та хăйне питӗ килӗшӳллӗн тытрӗ, куракансене «Мамочка» юрăпа тата «Бабушка» сăвăпа савăнтарчӗ.

Районти пӗртен-пӗр вырăс халăх ансамблӗ «Калинушка» (ертӳçи Çӗнӗ Йӗлмел клубӗн директорӗ Наталья Макарова) «Матушка Россия» юрра питӗ хитре юрларӗ. 

Пӗтӗмӗшле илсен, концерт программи тӗрлӗ пултарулăх жанрӗнчен тăчӗ. Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнчи вӗрентекенсен ушкăнӗ чăваш халăх юррине, Наталья Макаровăпа Петр Мулеев чăвашла тата вырăсла юрларӗç, шкулта вăтам классенче вӗренекен хӗрсем «Айтăр юрлар-и, айтăр ташлар-и» юрă çеммипе хальхилле ташласа пачӗç, пуçламăш класс ачисем Крыловăн «Стрекоза и муравей» юптарăвӗ тăрăх инсценировка лартрӗç.

Кулăшсăр мӗнле-ха кун пек чух? Клубри «Ӗмӗт» театр ушкăнӗ хальхинче «Женщина в военкомате» кулăшла сценкăпа сцена çине тухрӗ. Çар комиссарне Геннадий Карсаков, çар тухтăрне Петр Мулеев, призывниксене Ирина Албутова, Надежда Алякина, София Макарова питӗ ăста калăпласа куракансене култарчӗç. 

Пултарулăх отчетне хутшăннисенчен чи аслă çынна Петр Афиногентова куракансем хыттăн алă çупса тав турӗç. 70-мӗш çулсенчи чăваш юррисене купăспа каланă чух пурте пӗрле юрларӗç те.

 

Украинăра ятарлă çар операцийӗ пынă вăхăтра çар тематики нихçанхинчен те хумхануллă. София Макарова «Остановите войну» юрра юрлани, Петр Мулеев хăй çырнă «Блокада Ленинграда» сăвва калани тата «Так хочется жить» юрра гитара каласа юрлани питӗ вырăнлă пулчӗ.

Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Культура çурчӗн коллективне тӗрев памашкăн районтан ятарласа «Хӗлхем» чăваш ансамблӗ килнӗччӗ. Халăха вӗсем хаваслă юрă-ташăпа савăнтарчӗç. Аккомпаниаторӗ çак йӗркесен авторӗ пулчӗ.

Питӗ интереслӗ концерт программине Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков, районти Культура çурчӗпе уйрăмӗн представителӗсем Фанил Ракиповпа Салават Юсупов пысăк хак пачӗç. Пухăннисене уявпа ăшшăн саламласа пурне те сывлăх, телей, ăнăçу сунчӗç. Пултарулăх отчетне хутшăннă хӗрсемпе хӗрарăмсене чечек, асăнмалăх парне парса хавхалантарчӗç. (Геннадий КАРСАКОВ. Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана