Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш театрӗ салтаксене машина парас шутлă

К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксене пулăшас тӗллевпе ыр кăмăллăх акцийӗсене пӗрре кăна йӗркелемест. Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисемпе вӗсен тăванӗсене тӗрев парас шутпа мартăн 11-мӗшӗнче «Инкеклӗ телей» спектакль лартнине, сутнă билет укçине салтаксем валли янине пӗлтереççӗ вырăнти хыпар хатӗрӗсем

Артистсем ыр кăмăллăх спектаклӗ лартнисӗр пуçне театрăн УАЗ машинине мобилизаципе кайнисене парас сӗнӳпе те тухнă. Театр ертӳçисене ку сӗнӳ килӗшнӗ, ыйтăва çитес вăхăтра пăхса тухма шутлаççӗ. Драма театрӗ пӗлтӗр çулталăк вӗçӗнче Пӗтӗм Раççей фрончӗн «Йăлтах Çӗнтерӳ валли» проектне хутшăнса мобилизаципе тата хăйсен ирӗкӗпе кайнисем валли гуманитари пулăшăвӗ те пухса панă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России