Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мартӑн 17-мӗшӗнче ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн ҫумӗн чӗри тапма чарӑннӑ

Владимир Викторович Иванов 1951 ҫулхи августӑн 20-мӗшӗнче Тутарстанри Октябрьски (Нурлат) районне кӗрекен Якурккел ялӗнче ҫуралнӑ. Хӑйӗн пурнӑҫне вӑл йӗркене сыхлассине халалланӑ.

1975 ҫулта участковӑй инспекторта ӗҫлеме тытӑннӑ, унтан уголовнӑй розыскӑн аслӑ инспекторӗ пулса тӑрӑшнӑ. 1998 ҫулта ӑна Нурлат районӗнчи Шалти ӗҫсен уйрӑмӗн начальникне лартаҫҫӗ. 2002 ҫулта Владимир Иванов ТР ШӖМӗн Уголовнӑй розыскӗн начальникӗн ҫумӗ пулса тӑрать. 2003-2012 ҫулсенче вӑл республикӑри Уголовнӑй розыск управленине ертсе пырать. Вӑл ӗҫленӗ вӑхӑтра Тутарстанра пысӑк вӑрӑ-хурах эшкерӗсене тӗп турӗҫ. 
Пенсие тухсан та Владимир Викторович хастарлӑхне чакармарӗ. Чӑваш наципе культура автономийӗн Ӗҫтӑвкомне ертсе пыма тытӑнчӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл ТР ЧНКА Канашӗн ҫумӗччӗ, ТР Общество палатинче Этноссем тата конфессисем хушшинчи хутшӑнусен председателӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшрӗ. 
Владимир Иванов 71 ҫултаччӗ.
ТР ЧНКА Канашӗ В.В.Ивановӑн ҫемйипе, тӑванӗсемпе, юлташӗсемпе пӗрле тарӑн хурланни ҫинчен пӗлтерет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев