Анат Камăри 75№ ача садӗнче чăваш ушкăнӗ уçăлчӗ
«Ырă кун, ачасем!» Çак сăмахсемпе пуçлатăп эпӗ хамăн ӗç кунне. «Ырă кун, Лариса Ивановна!» Çак сăмахсемпе ман пата чупса пыраççӗ пӗчӗк шăпăрлансем.
Анат Кама хулинчи 75-мӗш номерлӗ ача садӗнче нумай çул ӗçлетӗп. Çак вӗренӳ çулӗнче эпир ачасене чăваш чӗлхипе, культурипе тата йăлисемпе паллаштарма пуçларăмăр. Ку ӗнтӗ пирӗн ача садӗнче чăваш ушкăнӗ уçăлнипе çыхăнчӗ. Пирӗн ушкăна вырăс, чăваш, тутар ачисем çӳреççӗ. Вӗсем пӗр-пӗринпе питӗ туслă. Чăвашла вӗренме ачасене питӗ килӗшет, мӗншӗн тесен чăваш сăмахӗсемпе паллашасси вăйăпа çыхăннă. Вăйă ачасене чăваш сăмахӗсене астуса юлма пулăшать.
Пирӗн ушкăнри ачасем пӗчӗк-ха, анчах та пирвайхи пысăк çитӗнӳсем халех пур. Нумай пулмасть эпир «Милли подиум – костюмы народов Поволжья» ятлă конкурса хутшăнтăмăр. «Чăваш халăхӗн пуçа тăхăнмаллийӗ» номинацире III степеньлӗ Диплома тивӗçрӗмӗр. Ку мана ачасене малалла та чăвашла вӗрентме хавхалантарать. «Эпӗ чăваш, эсӗ чăваш, вăл чăваш. Эпир пурте чăвашсем – Анат Кама ачисем». Çак пӗчӗк сăвва ачасем аван астуса юлчӗç.
Мана ачасене нумай чӗлхеллӗ ушкăнра чăваш чӗлхипе паллаштарма питӗ килӗшет. Умра – пысăк ӗмӗтсем. Пире ачасемпе пӗрле пысăк çитӗнӳсем кӗтессе шанатăп. (Лариса ПЕТРУНИНА, Анат Кама хулинчи 75 № ача сачӗн воспитателӗ. Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев