Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Матак шкул директорне хисеплӗ ят

Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарăмсен кунӗ умӗн Хусан Кремлӗнче республикăн пултаруллă педагогӗсене патшалăх наградисемпе чысларӗ. Çав кун пысăк награда илнисен хушшинче чăваш та пулчӗ. «Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ учителӗ» хисеплӗ ята Çӗпрел районӗнчи Матак вăтам шкулӗн директорӗ, нумай çул ачасене чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Марина Ивановна Ермолаева тивӗçрӗ.

Марина Ивановна пысăк стажлă, аслă категориллӗ педагог. Çак хисеплӗ ята вăл чăнах та тивӗçлӗ. Ялти вăтам шкултан вӗренсе тухсан Теччӗри педагогика училищинче, каярах И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче пӗлӳ илнӗ. Ӗç çулне тăван шкулта 1993 çулта пуçланăскер паянхи кунчченех унта тăрăшать. 2015 çултанпа шкул директорӗн йывăр ӗçне пурнăçлать. Кунсăр пуçне нумай çул ӗнтӗ чăваш чӗлхипе тата литературипе олимпиадăн районти комиссийӗнче, Патшалăхăн тӗп экзаменӗн республика комиссийӗнче ачасен пӗлӗвне хаклать.

Матак вăтам шкулӗн педколлективӗ тăрăшуллă, кунта вӗренекен ачасем район, республика, Раççей олимпиадисенче сахал мар палăрнă. Кăçал, тӗслӗхрен, 11-мӗш класра вӗренекен Анастасия Мосейкина (вӗрентекенӗ Надежда Владимировна Старшова) вырăс литературипе Пӗтӗм Раççей олимпиадинче, 9-мӗш класри Яна Шингарева (вӗрентекенӗ Марина Ивановна Ермолаева) чăваш чӗлхипе тата литературипе республика олимпиадисенче призерсем пулчӗç. Шкул 500 пин тенкӗ гранта та тивӗçрӗ.

Марина Ивановна нумай ача амăшӗ пулнине те палăртса хăвармалла. Мăшăрӗпе Сергей Витальевичпа пӗр ывăлпа икӗ хӗр çуратса ӳстернӗ. Марина Ивановна Еромолаевăна пысăк наградăна тивӗçнӗ ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр, пархатарлă ӗçӗнче тата пысăкрах çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр. (Сăнӳкерчӗк rais.tatarstan.ru сайтран).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество