ВĂХĂТА ПАРĂНМАН ТӖПЧЕВÇӖ
Иван Николаевич Юркин (Юркка Иванӗ) тăван халăхне пӗтес хăрушлăх хупăрласа илнӗ тапхăрта çут тӗнчене килнӗ: кивӗ çырулăхне «ӗне çинӗ», Чăвашăн Сар çурчӗ саланнă, çынсене ӗмӗртен пыракан ячӗсене мантарнă, Туррисене çука кăларнă. Халăх кӗтӳçӗсӗр тăрса юлнă сурăх кӗтӗвне аса илтернӗ тапхăрта вӗсен хутне кӗни Раççейре айăплă ӗç шутланнă. Хăйне чăвашсен аваллăхне хӳтӗлеме çуралнă çын тесе пӗлтерекен пурнăçӗ çав тапхăрта урма-сурма пăтранчăк та историлле чӗрӗлӳ вăхăтне тӳр килет. Пăтăрмахсем, вăрçăсем, репрессисем, коллективизацисем, пӗр пăхсан тишкерӳçӗ тата хайлав ӗçӗпе пурăнакана саманан йӗс аллин чи хӗсӗк çурăкӗсем витӗр кăларнă, минкетнӗ, вăл каланине уяман. Çынсен вара ниме пăхмасăр «шатăртатнăçем шаларах кӗр» тенӗ пек, шух пуçне хирӗçӳсен авăрне чикнӗ, хăйӗн шухăшне калама тăрăшнă.