САВĂНĂÇ ХЫПАРÇИСЕМ ВАЛЛИ
Кивӗ Илтрекьел шкулӗнче вӗренекенсем шăнкăрч вӗлли ăсталаса конкурсра ăмăртрӗç
Ака уйăхӗн 1-мӗшӗнче эпир Пӗтӗм тӗнчери вӗçен кайăксен кунне паллă тăватпăр. Орнитологи праçникне ирттермелли куна ăнсăртран суйламан: çак вăхăтра ăшă çӗршывсенчен кайăк-кӗшӗк таврăнать. Вӗсем – пирӗн шанчăклă туссем, вăрмансене, уй-хире, садсене, пахчасене хӳтӗлекенсем. Шăнкăрчсем вара – савăнăç хыпарçисем. Кашни çулах вӗсем çуркунне илсе килеççӗ. Вӗсен кӗвӗллӗ, хаваслă, янăравлă юррисем тӗксӗм çутçанталăка чӗртсе яраççӗ, пире хавхалантараççӗ, хаваслантараççӗ.
Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекьел вăтам шкулӗнче çурхи каникул пуçлансан «Кайăк çурчӗ» шăнкăрч вӗллисен конкурсӗ пуласси пирки пӗлтерчӗç. Конкурса 1 – 11-мӗш классенче вӗренекенсем, ашшӗ-амăшӗсем те хутшăнма пултараççӗ. Хутшăнаканăн шăнкăрч вӗлли ăсталамалла. Чи кирли – вăл йывăçран пулмалла!
Каникул хыççăн, апрелӗн 3-мӗшӗнче, шкулта шăнкăрч вӗллисен куравне йӗркелерӗç. Пурӗ 23 вӗлле илсе килнӗ. Ачасем те, ашшӗ-амăшӗсем те маттур! Шăнкăрч йăвисем тӗрлӗ тӗслӗ тата. Чи кирли – вӗсенче кайăксене пурăнма меллӗ пултăр!
Йывăçсем çине шăнкăрч йăвисем çакасси – халăхăн авалхи йăли. Юнашар пурăнакан кайăксем çутçанталăка калама çук пысăк пулăшу параççӗ, пире те хăйсен юррипе савăнтараççӗ. Анчах чи кирли — шăнкăрч йăвисем туни, ачасене кайăк-кӗшӗке, выльăх-чӗрлӗхе, чӗрчунсене юратма хăнăхтарни, вӗсене çутçанталăка сыхлама вӗрентни.
Çӗнтерӳçӗсем çак ачасем пулчӗç: Алексей Антонов, Глеб Артамонов, Марк Артамонов, Кирилл Данилов, Эдуард Зольников, Павел Ижутов, Евгений Кузнецов, Игнат тата Ярослав Мальковсем, Влад Посредников тата Софья Таиркина.
Тата шкул сайтне шăнкăрч вӗллисен сăнӳкерчӗкӗсене лартса сасăлав ирттерчӗç. Виçӗ куна тăсăлнă сасăлавра 7-мӗш класра вӗренекен Кирилл Данилов 84 сасă пухса çӗнтерӳçӗ пулса тăчӗ. 65 сасă пӗртăван Ярославпа Игнат Мальковсен (4-мӗш тата 2-мӗш класс) 65 сасă, Влад Посредниковăн (4-мӗш класс) 50 сасă.
Çӗнтерӳçӗсемпе призёрсене пурне те Хисеп хучӗсемпе тата пылак парнесемпе савăнтарчӗç. Халӗ ӗнтӗ кăнтăртан таврăннă хăнасен хăйсен килӗ пур.
Людмила МОРОЗОВА.
Аксу районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев