Тутарстанра пӗтӗмӗшле диктант çырма 1000 вырăн хатӗрлеççӗ
Вырăс чӗлхипе халăхсем хушшинчи çутӗç акцийӗ кăçал 20-мӗш хут иртет. Юлашки çулсенче унта хутшăнакансен тата «5» паллă илекенсен шучӗпе Тутарстан малтисен шутне кӗнӗ
Диктант авторӗ хальхинче Инçет Хӗвелтухăçӗнче пурăнакан журналист Василий Авченко. Хăйӗн текстне вăл вырăс çулçӳревçине, çыравçăна, Инçет Хӗвелтухăçа тӗпчекене Владимир Арсеньева халалланă.
Тутарстанра диктанта апрелӗн 8-мӗшӗнче 14:00 сехетре çырӗç. Ăна çырма республикăра пурӗ 1000 вырăн йӗркелӗç, вӗсенчен 200-шӗ Хусанта пулаççӗ. Тоталлă диктант библиотекăсенче, вузсенче, культура центрӗсенче, музейсенче тата ытти вырăнсенче иртет.
Диктанта вулакансем те паллă çынсем: РФ Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова, ТР Журналистсен союзӗн председателӗ Ильшат Аминов, ТР Çамрăксен Ассамблеин председателӗ Тимур Кадыров, «Казань» журналăн тӗп редакторӗ Альбина Абсалямова тата ыттисем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев