Лайăх хатӗрленсен лайăх иртет, çанталăк иккӗмӗш вырăнта
Хӗвеллӗ те ăшă кун Пăва районӗнчи Шемеке футбол курма килекенсене савăнтарчӗ, паллах. Малтан Пӳркелӗнчи, Кивӗ Пăрăнтăкри тата Шемекри культура çурчӗсен ӗçченӗсем, Пӳркелӗнчи ача сачӗн воспитанникӗсем, хăйсен кăмăлӗсемпе çынсене юрласа савăнтарас текенсем концерт кăтартрӗç. Унтан мероприятие ертсе пыракан Карина Петровăпа Валентина Юркина сцена çине спорт уявӗн хисеплӗ хăнисене чӗнчӗç.