Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Наци культурисен фестивалӗ чăвашсемсӗр иртмест

Ӗнер Ӗпхӳре Машиностроительсен керменӗн лапамӗнче Наци культурисен фестивалӗ иртнӗ. Унта чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ курав та ӗҫленӗ.

Курава йӗркелекенӗсем: Вера Михайловна Тарасова,  П.Миронов ячӗпе хисепленсе тӑракан Чӑваш  вырсарни шкулӗн вӗрентекенӗ, Вера Дмитриевна Гаврилова, Ӗпхӳри чӑваш хӗрарӑмӗсен "САЛАМПИ" ятлӑ ушкăнӗн Канашӗн ертӳҫи тата Анна Владимировна Алексеева, "Нарспи" халӑх фольклорпа этнографи ансамблӗн  пултаруллӑ пики.

«Пирӗн курава килнӗ хӑнасене тата республика пуҫлӑхӗсене кӗтсе илсе  эпир парнесем парса чысларӑмӑр», – тесе пӗлтерет Пушкăртстанри чăвашсен Канашӗн ертӳçи Ирина Сухарева.

Унсӑр пуҫне Ӗпхӳри "Нарспи" халӑх фольклорпа этнографи ансамблӗ (ертӳҫи Галина Юрьевна Кириллова) концерт программинче хутшӑнса уява илем кӗртнӗ.  Уявра кӳлӗ йӗри тавра  73 халӑх представителӗсем пулни çинчен пӗлтернӗ концерта илсе пыракансем.

Ирина Сухарева сăнӳкерчӗкӗсем.

Ирина Сухарева сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев