Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Футбол турнирӗ ирттересси халăх йăлине кӗрсе пырать

Çулсерен иртекен спорт уявӗ ӗлӗк пушă выртакан çӗре инвестицисем илсе килет, ял хӗрринчи футбол площадки çумӗнчи инфраструктура лайăхланса пырать

Кунта пӳлсе илнӗ беседка, лармалли, апат тумалли вырăнсем, таканнкисем туса лартнă. Кăçал çутă кӗртсе пысăк сцена та тума пултарнă. Унта юрлакансем валли хатӗрленмелли хăтлă пӳлӗм те пур. Сăмах май, сцена çинче Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă банер çакăнса тăратчӗ. Тăхăрьялсем аслă вӗрентекенӗмӗре хамăрăн тесе йышăнаççӗ. Вăл Пăва уесӗнче çуралнă, Кивӗ Пăрăнтăкра вӗренсе пӗрремӗш пӗлӳ илнӗ. Пăва уесӗ валли учительсем хатӗрленӗ. Унăн паллă вӗренекенӗсенчен пӗри Чӗмпӗрти чăваш шкулне пӗтернӗ Григорий Тимофеев «Тăхăрьял» очерка çырни паян пире çак тăрăхри чăвашсен революцичченхи пурнăçне, йăли-йӗркисене ăнланма пулăшать. Кăçал Раççейре Педагог тата вӗрентекен çулталăкӗ, Тутарстанра Наци культурисемпе йăла-йӗркесен çулталăкӗ пулни те сцена çине чăваш Патриархӗн сăнне вырнаçтарнине ăнлантарать. 
Йăласем çирӗп Тăхăрьялта. Шемексем пе пимӗрселсем Питравкка уявне кӗрлесе, концертсемпе ирттереççӗ, Çимӗке те Шупашкар артисчӗсене чӗнеççӗ. Футбол турнирӗ ирттересси те кунта йăлана кӗрсе пырать. 
Гакиль Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев