Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни çул майăн 1-мӗшӗнче

Пăва районӗнчи Шемекре ӗнтӗ 27 çул таврари чăваш ялӗсем хушшинче «Тăхăрьял Кубокӗ» футбол турнирӗ ирттереççӗ

Малтанхи çулсенче ăна шемексен вăйӗсемпе йӗркелетчӗç пулсан, кăçал спорт уявне лайăхрах тума Пăва районӗн администрацийӗ те, Спорткомитет та, Культура управленийӗ те, Пăва районӗнчи ЧНКЦ та, ТР ЧНКА та, «Сувар» хаçатпа «Ялав» та хутшăнчӗç. Вӗсемсӗр пуçне вырăнти фермерсемпе предприяти ертӳçисем, Чӗмпӗрти строительсен фирмисем тӗрев пани футбол турнирне çӳллӗ шайра ирттерме май пачӗ. 
Майăн 1-мӗшӗнчи çанталăк кашни çул тӗрлӗрен пулать. Кунӗпе çумăр çуни те, сивӗ те, юр ӳккелени те пулкаланă. Анчах та çанталăк пăтăрмахӗсем тăхăрьялсене нихăçан та хăратса тăман. 
Пăва районӗнче Пӳркел, Кивӗ Мертлӗ, Элшел, Шемек, Чăваш Киштекӗ хăйсен командисене тăратрӗç. Тата административлă майпа Çӗпрел районне кӗрекен Çӗнӗ Пăрăнтăк (халăхра ăна Станца е Восьмой теççӗ) команди те хутшăнчӗ турнира. Мӗншӗн тесен çак ял çӗрӗсем ӗлӗкрен Тăхăрьял тавралăхӗн шутне кӗреççӗ. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев