«Тăхăрьял Кубокӗ» Шемекрех юлчӗ
Майăн 1-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Шемекре иртнӗ футбол ăмăртăвӗ пирки калас пулсан, командăсем хушшинчи фаворитсем тӳрех палăра пуçларӗç. Вӗсем хирӗç вылякансене 2 е 3 хуравсăр гол кӗртсе парăнтарчӗç. Кунта хăш-пӗр ял ютран легионерсем илсе килни те витӗм кӳмесӗр мар.
Вылякансем çулпа ытларахăшӗ салтакран килнисем пулни те курăнчӗ. Пӳркел командинче кăна нумайăшӗ шкул ачисемччӗ. Апла пулин те, аслăраххисене хирӗç вӗсем тăрăшса вылярӗç, илемлӗ вăйă кăтартрӗç.
Кивӗ Мертлӗ 3-мӗш вырăншăн Çӗнӗ Пăрăнтăкпа вылярӗ. Шел, мертлӗсен вăйӗсем çитеймерӗç тăтăш икӗ вăйă выляма, станцасем çӗнтерчӗç. Пӗрремӗш вырăншăн элшелсемпе шемексем тупăшрӗç. Кунта тавлашусăр пулмарӗ. Финалта судья пенальти таптарни, паллах, хирӗçтерекен самант. Вăйăри самантсене татса пама хăш чух видео ӳкерекенсен пулăшăвӗ те кирлӗ пулчӗ. Юлашки вăйăра пӗтӗм вăя парса вылятăн. Çапла финалра та кăткăс самантсем самай пулчӗç. Шемексем вӗсене çӗнтерӳ патне илсе килнӗ икӗ голне те 11 метртан тапса кӗртрӗç. Элшелсем хирӗç вылякансен хапхине сыхлакан Юрий Зародышевăн кăмăлне пăсаймарӗç. Вăл пӗр гол та кӗрттерменскер, турнирăн чи лайăх голкиперӗ пулса тăчӗ. Чи лайăх хӳтӗлевçӗ (защитник) – Алексей Пименов, «Шемек» командинчен, чи лайăх çурма хӳтӗлевçӗ Никита Михеев «Элшел» командинчен, чи лайăх тапăнакан Сергей Петров «Çӗнӗ Пăрăнтăк», чи лайăх вылякан Дмитрий Куликов «Элшел» командинчен. 1,2,3 вырăн йышăннă командăсене турнира йӗркелекенсем укçа премийӗсем парса хавхалантарчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев