Хамăрăннисем валли
Çӗнӗ Шуçăм районӗнчен Лисичанск халăхӗ валли гуманитари пулăшӗвӗ тиенӗ фура çак кунсенче çула тухма хатӗрленет. Раççейӗн çӗнӗ территорийӗнче пурăнакансем валли хальхи вăхăтра апат-çимӗç пухаççӗ. Сăваплă ӗçе ял халăхӗ, районти организацисем, ял хуçалăх предприятийӗсем хастар хутшăнаççӗ. Районти пӗртен-пӗр чăваш ялӗ Чăваш Шупашкарӗ те хӗрринче юлмасть.