Тутарстанра пурӑнмалли минимум ӳснĕ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра пурӑнмалли минимум ӳснĕ

Тутарстанра пĕр çын валли 2024 çулта пурӑнмалли минимума çирӗплетнӗ. ТР премьер-министрӗ Алексей Песошин постановление алӑ пуснӑ. Документа республикӑн право информацийӗн официаллӑ порталӗнче тупма пулать.

Тӗслӗхрен, Тутарстанра пурӑнмалли минимум тепӗр çул 747 тенкӗ ӳссе 12966 тенкӗпе танлашӗ:

ӗçлекенсемшĕн — 14 133 тенкӗ;

пенсионерсемшӗн — 11 151 тенкӗ;

ачасем валли — 12577 тенкӗ.

Аса илтеретпӗр, 2023 çулта республикӑра пурӑнмалли минимум 12 219 тенкĕпе, ӗçлекенсемшĕн — 13 319 тенкӗпе, пенсионерсемшӗн — 10 508 тенкӗпе, ачасемшӗн — 11 852 тенкӗпе танлашать. 2022-мӗш çулпа танлаштарсан пурӑнмалли минимум 396 тенкӗ ӳснӗ.


общество

Нет комментариев