Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Япалана иккӗмӗш пурнӑç парнеле

Хусанти IТ-парк резиденчӗсем Дмитрий Захаровпа Камиль Исрафилов япалапа таварсене улӑштарма «Время обмена» тӳлевсӗр приложени хатӗрленӗ. Сервис экологие упраса хӑварма пулӑшӗ.

«Приложение тӑвас шухӑш ял хуçалӑхӗн тĕслĕхĕ çинче çуралчĕ, унта тӳррӗн тӳлес вырӑнне час-часах пĕр япалана тепринпе е пулӑшупа ылмаштараççӗ. Кашнин килĕнче кирлӗ-кирлӗ мар япала, усă курман парнесем тупӑнаççӗ тата ытти те. Вĕсене хăвăра кирлĕ япалапа улăштарма май туса парас терĕмĕр эпир», — каласа пачӗç проекта йӗркелекенсем.

Приложенире телефон номерĕ урлă регистрациленмелле. Унта автомобильсемпе, техникӑпа, тумтирпе, атӑ-пушмакпа, спорт таварӗсемпе  тата ыттипе ылмашăнма пулать. Усӑ куракан хӑйӗн таварӗ пирки пӗлтерӳ вырнаçтарать, ытти усламçӑсенчен вĕсен япалипе ылмашăнма сӗнӳсем илет. Килӗшнисене лайкпа палӑртма е диалог çине куçма пулать. Йывӑрлӑхсене татса пама йӗркелекенсем клиент центрне те тунӑ, çитес вӑхӑтра чат-бота хута яма палӑртнӑ.

Приложение хатӗрлекенсем потреблени тӗпелне улӑштарасшăн: кирлӗ мар япаласене çулĕ-çулĕпе упрас вырӑнне ылмаштарма май туса параççӗ. «Иккӗмӗш сывлав» фондӑн статистики тӑрӑх, Раççейре çулсерен 2 млн тонна пир-авӑр çуп-çапне кӑларса ывӑтаççӗ. Шӑпах çавӑнпа Дмитрий Захаровпа Камиль Исфарилов япалана иккӗмӗш пурнӑç парнелесе свалкăсен калӑпӑшне чакарасшăн.

Малашне «Время обмена» йӗркелекенсен промышленность продукчӗсене улӑштарас енӗпе анлӑланас тата площадка уçас плансем те пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология